Комментари хушас

11 Ака, 2017

Кăçалхи Пĕтĕм чăваш диктантне Геннадий Волков этнопедагога хисеплесе çырĕç

Кăçалхи Пĕтĕм чăваш диктантне Геннадий Волков этнопедагога хисеплесе çырĕç. Кун пирки пире Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Александр Кузнецов пĕлтерчĕ.

Аса илтерер: тăван чĕлхен пĕлĕвне ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре тĕрĕслеме пултарăпăр. Ăна ку хутĕнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Конкурс комиссине пĕлтĕр сакăр ĕç çитнĕ, кăçал - иккĕ. Икĕ автор та Геннадий Волков этнопедагога сума сунине палăртса унăн хайлавĕсене суйласа илнĕ. Диктант çырма юрăхлă текста ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче 15 сехетре суйлĕç. Ун чухнех ăна кам вулассине татса парĕç.

www.hypar.ru