Комментари хушас

13 Ака, 2017

Пулас ашшĕ-амăшĕн генотипне пĕлмелле

Мĕн вăл — сайра тĕл пулакан чир? 100 пин çынран 10-шĕ унпа нушаланма пултарать. Чылай чухне ку генетика чирĕпе çыхăннă. Темиçе çул каялла çак амак пирки ашшĕ-амăшĕ çеç пĕлнĕ. Халĕ вара вĕсене пулăшас тĕллевпе ырă кăмăллăх фончĕсем йĕркеленеççĕ, ахаль çынсем те йывăрлăхра алă параççĕ. «Ача остеопетрозпа чирлет. Пулăшăр тархасшăн!» Интернетра, урамра çакнашкал пĕлтерÿсене курсан кашни амăшĕнех чунĕ ыратать-тĕр. Чĕре айĕнче тăхăр уйăх йăтса çÿренĕ тăван тĕпренчĕк чирпе нушаланнине курма питĕ йывăр-çке. Нумаях пулмасть Шупашкарта пурăнакан Надеждăпа Григорий Моисеевсем хаçат урлă çынсенчен пулăшу ыйтрĕç. Çулталăк та тултарман Антона, остеопетрозпа нушаланаканскере, Израильти «Хадасс» клиникăра шăмă сăссине куçарса лартма шантарнă. Операци валли миллионĕ-миллионĕпе укçа кирлĕ. Паллă ĕнтĕ: çемье хăйĕн вăйĕпе ун чухлĕ пухаймасть. Йышпа тăрсан кăткăсем те çĕлене çĕнеççĕ. Нумаях пулмасть редакцие лайăх хыпар çитрĕ: Антона операци тумашкăн укçа пухса çитернĕ. Чăваш Енре сайра тĕл пулакан чирсем тата пур-и? Çак тата ытти ыйту тавра ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин медицина генетики енĕпе ĕçлекен штатра тăман специалисчĕпе Екатерина САВАСКИНĂПА калаçрăмăр. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.