Комментари хушас

13 Ака, 2017

Çĕр пулăхлăхне пуянлатма

Кашни пахчаçă хăйĕн пахчинчен пысăк тухăç илме тăрăшать. Çавăнпах акма-лартма пахчаçимĕçĕн чи паха сорчĕсене шыратпăр. Анчах пахча çимĕç илесси тăпраран чылай килет. Пулăхсăр тăпрана лартнă ӳсен-тăранăн çимĕçĕ «йăтăнса анас пек» пулнине кĕтсе илеймĕн.

Пахчари тăпра тытăмне пĕлни унпа мĕнлерех усă курмаллине, ӳсен-тăрана мĕнле пăхмаллине, тăпрана мĕнле пулăхлатмаллине ăнланма май парать.

Çиелти тăпра сийĕнче çĕрĕк тăпри /гумус/ нумай пулсан çĕр пулăхлăхĕ пысăк. Çĕрĕк тăпри азотпа, фосфорпа, калипе тата ытти макро-микроэлементсемпе пуян.

Пахчаçимĕç çитĕнтернĕ май тăпрари пулăхлăх япалисем сахалланаççĕ. Ӳсен-тăран «çисе» ярать. Кашни соткăра вăтамран 13-15 кг паха тăпра «çухалать». Тăпра пахалăхне лайăх шайра тытас тесен çулсеренех кашни тăваткал метра 3-4 кг тислĕк сапмалла.

Тăпрара кирлĕ япаласем çителĕклĕ пулсан та тепĕр чухне ӳсен-тăран лайăх аталанаймасть. Çакă тăпра йӳçеклĕхĕпе çыхăннă.

Çуркунне ӳсен-тăрана азотлă удобрени нумайрах кирлĕ. Вăл тымара аталантарать, курăка ӳсме пулăшать. Анлă сарăлнă азотлă удобрени — селитра. Вăл тĕрлĕ хутăшлă пулать. Шывра селитра хутăшĕсем лайăх ирĕлеççĕ, ӳсен-тăрана йышăнма ансат формăпа куçаççĕ. Аммиак селитринче /вăл анлă сарăлнă удобрени/ азот икĕ тĕслĕ — пĕри йывăç-курăка илме ансат формăра, вăл хăвăртрах пĕтет, тепри вăраххăн йывăç-курăка пыракан формăра.

Натри тата кальци селитрисем тăпрана сĕлтĕлетеççĕ, йӳçеклĕхе пĕчĕклетеççĕ. Вĕсене йӳçек, йывăр тăпра пулсан усă курмалла. Йӳçеклĕхе юратакан пахча çимĕçе кунашкал удобренипе апатлантармалла мар. Йӳçек тăпра çинче лайăх ӳсекен ӳсен-тăран йышне çаксем кĕреççĕ: кăшкар ути /щавель/, ревень, шпинат, салат курăкĕсен йышĕ. Вăтам йӳçеклĕхе тиркеменнисем: çĕрулми, çарăк, кишĕр, кавăн, хăяр. Мочевинăпа йывăçсемпе тĕмсене кăмпа чирĕсенчен, сиенлĕ кăпшанкăсенчен хӳтĕлеме усă кураççĕ. 500 грамм мочевинăна 10 литр шыва ярса ирĕлтермелле — 50%-лă хутăш пулать. Пахчари йывăç-курăкăн çĕр çинчи пайне пĕрĕхмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.