Комментари хушас

17 Ака, 2017

Çамрăксен театрĕн артисчĕсем Сыктывкарти сцена çине тухнă

Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ Коми Республикинче пурăнакан чăвашсем патĕнче пулнă. Унта пирĕн артистсем «Маръямоль» Пĕтĕм тĕнчери театр фестивальне хутшăннă. Театр форумĕнчен вĕсем дипломпа таврăннă.

Сыктывкар хулинче пурăнакан чăвашсене коми авторĕн Алексей Поповăн "Кĕтмен парне - мăйрака" пьеси тăрăх Иосиф Дмитриев лартнă спектакльне кăтартнă. Сăмах май, маларах ку пьесăна тĕрлĕ театрта французла, вырăсла, тутарла тата ытти чĕлхепе лартакансем пулнă.

Коми Республикинче пурăнакан йăхташăмăрсене чăваш театрĕн ĕçĕ питĕ килĕшнĕ. Спектакльте Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Василий Павлов, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Валентина Музыкантова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ирина Архипова выляни хăех мĕне тăрать!

www.hypar.ru

Рубрика: