Комментари хушас

21 Ака, 2017

Паян «Тетте» журналăн 4-мĕш номерĕ тухрĕ

Унăн ячĕ сулахайран — сылтăмалла, сылтăмран сулахаялла та пĕр пекех вуланать. Мĕнле ят-ши вăл? Тавçăраймарăр тăк тупсăмне «Ăслă хĕрарăм» юмахра шырăр.

Халăх сăмахлăхĕн «ылтăн çӳпçинчи» мунча, кăтăк такмакĕсем, пӳрне вăййисем пĕчĕккисемшĕн кăсăклă пулаççех.

Сĕтелçи вăййинче кимĕ çул çӳреве тухма чĕнет.

Хамăр алăпа Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне илемлĕ открытка ăсталатпăр.

«Хаваслă урок» яланхи пекех тĕрлĕ хушу пурнăçлама чĕнет. Сăрласа илемлетмелли ӳкерчĕксем, сканворд тата ытти кăсăклă материал кĕтет «Тетте-Игрушка» вулаканĕсене.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.