Комментари хушас

28 Ака, 2017

"Хыпар" Издательство çурчĕн тата тепĕр журналисчĕ хисепе тивĕçнĕ

Чăваш Енĕн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ Тĕп редактор кунĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналĕн корреспондентне Елена Атамановăна отрасль ведомствин Хисеп грамотипе чысланă. Наградăна ĕçтешĕмĕр "массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарассишĕн чылай тÿпе пысăк хывнишĕн" тивĕçнĕ.

Елена Атаманова (хăшĕсем ăна Глухова тенипе ытларах пĕлеççĕ пулĕ) пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухнех Чăваш Енре тухса тăракан ача-пăча кăларăмĕсене - "Хатĕр пул" журналпа "Пионер сасси" хаçата - заметкăсем çырма пуçланă. Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи Треппел ял хĕрĕ ‎1992-1997 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийěпе культура факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. "Хыпар" хаçатра 1998 çулта ĕçлеме пуçланă.

www.hypar.ru