Комментари хушас

28 Ака, 2017

Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ яра куна велосипедпа ярăннă

Паян Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров велосипедпа ярăнма тухнă. Унпа пĕрле - шкул ачисемпе аслă çулхисем таранах икĕ урапаллă çак транспортпа район центрĕнчи урамсемпе иртнĕ.

Тÿре-шарапа сывă пурнăç йăли-йĕркине юратакансем çула тухни Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе районта велочупу ирттернипе çыхăннă. Ушкăна райадминистраци ертÿçи Александр Башкиров ертсе пынă. 4 километр инçĕше самантрах çĕннĕ. Ушкăнри чи çамрăк велосипедист сакăр çулти Даниил Ульянов (вăл Хĕрлĕ Чутайĕнчи шкулта вĕренет) пулнă, чи асли - 80-а çывхаракан Александр Волков спортсмен.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, велочупу çур сехете тăсăлнă. "Пĕр 20-30 çын тухать пуль тенĕччĕ. Пăх та кур: халăх йышлăн пуçтарăнчĕ", - каласа кăтартрĕ Александр Викторович.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайсем Пĕтĕм Раççейри велочупăва тухма палăртаççĕ.

www.hypar.ru