Комментари хушас

2 Çу, 2017

Вăрманкас Тăрăнта йĕрке пулĕ-и?

Шупашкар районĕнчи Вăрманкас Тăрăн ялĕнче пурăнакансем ялти шкул çывăхĕнчи территори таса марришĕн пăшăрханса "Хыпар" Издательство çурчĕпе çыхăнчĕç. Сăмаха çирĕплетме вĕсем сăн ÿкерчĕксем ярса панă.

Фотофакт тăрăх хакласан, Вăрманкас Тăрăн çÿп-çап айне путнăн курăнать. Унччен ача сачĕ пулнă икĕ хутлă кирпĕч çурт япăхса пырать. Шалта çамрăксем кăвайт чĕртсе шашлăк та пĕçереççĕ иккен. Хуçасăр çак çурт çÿп-çаппа тулнă. Ача садĕнчен инçех мар - уçă икĕ люк. Вĕсенчен пĕри çурхи шывпа тулнă иккен, тепри - пушă. "Тарăнскерсене ăнăçлă кĕрсе ÿксен пуçа шăтарăн, телей пÿрменни çавăнтах леш тĕнчене ăсанĕ", - кулянса евитлерĕç вырăнтисем "Хыпар" ИÇна. "Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисене хисеплесе лартнă палăка та хисеплени сисĕнмест - йĕри-тавра çÿп-çап сапаланать", - пăшăрханса çырнă сăн ÿкерчĕксен авторĕ. 

Ял вĕçĕнче вырнаçнă йывăç хуралтă та халь-халь тÿнсе каяссăн ларать. Хай вăхăтĕнче вăл ялти культура вучахĕ шутланнă. Анчах паян клубăн çивитти те, кантăкĕсем те, алăкĕ те çук. Пура çул иртнĕçемĕн япăхса пырать. 

Лару-тăрăва ăнланас, тирпейлесе пуçтарма мĕн кансĕрленине пĕлес тесе Чăрăшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Виталий Павловпа (Вăрманкас Тăрăн шăпах çав ял тăрăхне кĕрет) çыхăнтăмăр.

Пуçлăх ĕнентернĕ тăрăх, паянхи куна палăка сăрласа илемлетнĕ, ун тавралли территорие тирпейленĕ, чечек лартма çĕре пусса хатĕрленĕ. Икĕ хутлă ача сачĕ вырăнти "Туруновский" ял хуçалăх кооперативĕн балансĕ çинче тăрать иккен. Садик хупăннă хыççăн пĕчĕккисем валли шкул çумĕнче уйрăм уçнă. Хăй вăхăтĕнче керменĕн курăннă ача сачĕ япăхса пынипе Виталий Павлов килĕшет. Çуртăн хуçипе вăл калаçса илме пулчĕ. Уçă люксене хуплассине вара ял тăрăхĕ хăй çине илме шантарчĕ.

Унччен клуб пулнă çурта вутра хуçалăхĕ кĕлленнĕ пĕр çемьене илсе кайма темиçе çул каяллах ирĕк панă-мĕн. Анчах лешсем ку пурлăхпа усă курман. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ клуб çуртне сÿтсе тирпейлессине ĕнентерчĕ.

"Йĕрке тумалли самай. Тавралăха тирпейлемелли тапхăр çак уйăх вĕçĕчченех пырать. Çав тапхăрта май килнĕ таран пуçтарăпăр", - терĕ Виталий Павлов. Вырăнти пуçлăх каланă тăрăх, çÿп-çап валли кăçал ял тăрăхĕ 10 контейнер туянма палăртса хунă. Тăван тăрăха тирпейлеме вăл ял çыннисене те хастаррăн хутшăнма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru