Комментари хушас

15 Çу, 2017

Ырăлăх сăпкинче

Çакăн пек çынсемпе тĕл пулатăн та — пурнăçри йывăрлăхсем, кăткăс самантсем йăлт манăçа юлаççĕ. Вăхăтлăха та пулин. Паян, пĕтĕм пурнăç укçа-тенкĕ тавра явăннă, чунсăрлăх пуç пулса тăнă чух, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çакă. Вăрттăн та калам-ха. Уйрăмах шăпах паян çакăн пек çынсем сыхланса юлнине ĕненес те килмест. Ара, сывлăх хуралĕнче тăрăшакансене пирĕнтен, ахаль çынсенчен, медицинăра ăнкарсах кайманнисенчен, тăтăшах тенĕ пек сăмах лекет. Республика клиника больницин эндоскопи уйрăмĕнче аслă медсестрара тăрăшакан Валентна Купкенова пирки вара усаллине калакан çуках-тăр. Ырăлăх... Валентина Васильевна çинчен икĕ-виçĕ сăмах та пулин калама ыйтсан пурте чи малтан çак сăмаха асăнчĕç. “Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, пысăк чĕреллĕ вăл, — тет асăннă больницăн поликлиника заведующийĕ Валентина Егорова. — Унран ăшă хум çапнине туйсах тăратăн... Эндоскопи уйрăмĕ уçăлсанах унта ĕçлеме пуçларĕ те аслă медсестрана çитрĕ. Уйрăмри йĕрке — йăлт унăн яваплăхне пула. Ĕçе тĕплĕ пурнăçлать, çавăнпах унта нихăçан та нимĕнле асăрхаттару таврашĕ те çук”.

Пурнăçра вара темĕн те пулать. Валентина Васильевнăшăн та сăпка çакман шăпа. Усал сăмахпа кăна мар, ĕçпе те кÿрентерекен тупăннă. Анчах та ырă кăмăллăскер никама та çилĕ тытса пурăнман, пурне те каçарнă. Юрату нихăçан та ытлашши пулмасть теççĕ... Тĕрĕсех-тĕр. Çакна курса хăй вăхăтĕнче хĕрарăма кÿрентернисемех ун патнех туртăннă.

Валентина Васильевна пурнăç çулне йĕрлеме пуçличчен çак ыйту çуралнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр — ăçтан çавăн чухлĕ ырăлăх? Ăçта, мĕнре унăн çăл куçĕ? Епле пулсан та, çакăн чухлă ăшă туйăм, пурин валли те çитекенскер, шалтан кăна тухма пултарать-çке.

— Атте-аннерен куçнă-тăр, — йăл кулать ăш пиллĕ хĕрарăм. — Атте ветеринар пулнă. Пирĕн халăхра йăли çавăн пек вĕт: сана ырă тусан тав тума пĕлмелле. Анчах та атте хăй пулăшнă çынсем укçа е ытти парне пама тăрсан нихăçан та илместчĕ. Пĕррехинче çавсем, атте илменнине кура, аннерен тыттарса янă. Эх, лекрĕ те аннене çакăншăн! Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.