Комментари хушас

18 Çу, 2017

Раççейре эскимоссемпе пурăнасран шикленнĕ

Ют çĕршыври чылай çамрăк пирĕн республикăна аслă пĕлÿ илес тĕллевпе килет. Вĕсенчен ытларахăшĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче вĕренет. Инçе çула пăхмасăр аякри, çутă та лăпкă Чăваш Ене килекенсен йышĕнче Марокко яш-кĕрĕмĕпе хĕр- упраçĕ те пур. Вĕсенчен пĕри — Ануар Буксин. Тăрăшуллă каччă тÿрех икĕ аслă шкулта ăс пухать — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче.

Арăм ирĕк памасан авланаймасть

Ануар Мароккăри Агадир хулинче çуралса ÿснĕ. Вăл Шупашкартан чылай пысăкрах, çулла унта Раççей турисчĕсем йышлăн канаççĕ. Хулари çуртсем çÿллех мар, чи çÿлли — сакăр хутлă. Ку çĕр чĕтреннипе çыхăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Агадир хули йăлтах арканнă, ăна çĕнĕрен хăпартнă. «Марокко пуян çĕршыв мар. Унта нефть, газ тавраш çук. Улма-çырла, пахча çимĕç, тинĕс çимĕçĕсем сутса тата туризмпа çеç тупăш тăваççĕ. Çынсем куншăн та савăнаççĕ. Марокко халăхĕ патшалăх ертÿçине, патшана, сума сăвать, питĕ хисеплет тата юратать. Ислам тĕнне Араб çĕршывĕсенчи пек çирĕп пăхăнмаççĕ. Сăмахран, хĕр-хĕрарăмран чылайăшĕ паранджапа çÿремест. Мароккăра вĕсене хисеплеççĕ. Арçыннăн темиçе хĕре качча илме юрать. Анчах упăшки пĕрремĕш арăмĕнчен ирĕк ыйтмасăр тепринпе пĕрлешмест. Мĕнле хĕрарăмăн юратнă мăшăрне тепринпе пайлас килтĕр-ха? Çавăнпа Мароккăра нумай арăмлă арçынсем çукпа пĕрех. Çемье пирки сăмах хускатнă май çакна каласа хăварам: пирĕн çĕршыв каччисем урăх наци хĕрĕпе те пĕрлешеççĕ. Кун хыççăн çамрăк арăм ислам тĕнне йышăнать. Ун пек мăшăр пĕлĕшсен хушшинче те пур. Юлташсем Раççее вĕренме килеççĕ те вырăс хĕрне качча илсе тăван тăрăха таврăнаççĕ. Мароккансем йăла-йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ. Сăмахран, кашни эрнекун пур килте те кус-кус пĕçереççĕ. Ятарлă мелпе хатĕрленĕ кĕрпене çапла калаççĕ. Ăна какайпа тата пахча çимĕçпе хатĕрлеççĕ. Ку йăла мăсăльмансем эрнекунсерен мечĕте кайнипе çыхăннă. Тăтăшах янтăлакан апат шутне таджин та кĕрет. Ăна кастрюльте мар, тăм савăтра пĕçереççĕ. Сысна какайĕсĕр пуçне пур выльăх ашĕпе те сăйланатпăр эпир. Ытларах ĕне какайне çиетпĕр. Пĕррехинче эпĕ тĕве ашне тутанса пăхрăм. Вăл питĕ типĕ, ăна кашни кун çиейместĕн», — çуралнă тăрăхĕпе паллаштарчĕ Ануар. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.