Комментари хушас

30 Çу, 2017

Киоск укçана перекетлеме пулăшать

«Хыпар» издательство çурчĕ вулакансене укçа перекетлемелли май сĕнет.  Ку меслет Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, республикăн ытти хулинче тата район центрĕсенче пурăнакансемшĕн меллĕ.

«Хыпар» хаçата почта урлă çур çул илсе тăмашкăн 709,80 тенкĕ кирлĕ. «Чăваш пичечĕн» киоскĕсенче вара 300 тенкĕпе çырăнтараççĕ. Перекет — 409,80 тенкĕ. Асăрхăр: ку укçапа «Хыпар» издательство çурчĕн тепĕр икĕ кăларăмне суйласа илсе çырăнма май пур.

«Чăваш пичечĕн» киоскĕсенчех «Хыпарăн» эрнекунхи кăларăмне çитес çур çул валли — 180 тенкĕпе, «Хресчен сассине» 174 тенкĕпе çырăнтараççĕ. Ытти кăларăм хакĕпе киосксенче интересленĕр!

www.hypar.ru

Рубрика: