Комментари хушас

21 Çĕртме, 2017

Шупашкарсем Улатăр илĕртÿлĕхĕн вăрттăнлăхне шыранă

Улатăр мĕнпе илĕртет? Çак ыйтăвăн хуравне эпир, журналистсем, ЧР Культура министерствин, архив, Чăвашкино, музей, театр ĕçченĕсем, авалхи хулара ĕнер, çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче, шырарăмăр.

Улатăрта пире хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Вероника Исаева тата экскурси йĕркелекен Лидия Мохова кĕтсе илчĕç. Чи малтан эпир Улатăрти тавра пĕлÿ тата ÿнер музейĕсене çитсе куртăмăр, унтан хулари ĕлĕкхи чул çуртсемпе паллашрăмăр. Хулара — 90 культура палăкĕ. Чиркÿсен йышĕ те пысăк: ĕлĕк 18 чиркÿ пулнă тăк халĕ — 12: çĕннисем, совет саманинче упранса юлнисем... Хулари тĕп чиркÿре — арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕнче - сăвап илтĕмĕр. Унта 62 манахпа 12 послушник хÿтлĕх тупнă. Мăнастирти 8 чиркÿре ĕçлекен те нумай. Мăнастире çулталăкне çĕр-çĕр паломник килсе курать. Вĕсем валли унта пурăнмалли вырăн та пур. Пирĕн çĕршыври чи пысăк колоколньăсенчен пĕрин тăрринчен хула илемне сăнарăмăр. Манахсен ялне те çитсе килме тÿр килчĕ. Вĕсем пысăк хуçалăхĕ — ĕне ферми, чăх-чĕп, 500 гектар çинче тĕрлĕ тырпулпа курăк, пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ, пĕвере пулă ĕрчетеççĕ — тирпейлĕ пулнинине палăртмалла.

Улатăрта çынсене кăтартмалли темĕн чухлех. Туризма тата вăйлăрах аталантарас тĕллевпе хула администрацин ĕçченĕсене çĕнĕ мелсем шырама, ятарлă программăсем хатĕрлеме, хула брендне палăртма, туризм маршручĕсем йĕркелеме, хула инфратытăмне çĕнетме сĕнтĕмĕр.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: 
Теги: