Комментари хушас

21 Çĕртме, 2017

Эфирта — «Хыпарçăсем»

Чăваш наци телекуравĕнче «Хыпарçăсем» çĕнĕ кăларăм ÿкерчĕç. Ăна Александр Магарин ертсе пырать. Ку хутĕнче ăна пулăшакансем вара Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктория Вышинская тата «Хресчен сасси» хаçат редакторĕ Валентина Петрова пулчĕç.

Кăларăма республикăри таврапĕлÿçĕсене халалланă. Çавна май унта Чăваш Енри сумлă çынсем хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнчех Виталий Станьял, Эдуард Бахмисов, Лев Ефимов, Федор Карягин, Галина Соловьева тата ыт.те. Асăннă кăларăм çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче эфира тухĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.