Комментари хушас

24 Çĕртме, 2017

Куславккасен савăнăçĕ: паян унта ФАП уçăлчĕ

Республика кунĕнче Пăрачкав районĕнчи Куславкка ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. Çак пулăмпа ял çыннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев саламларĕç.

Ялти фельдшер Маргарита Петрова пĕлтернĕ тăрăх, унччен медпункт хупăннă шкул çуртĕнче пулнă. «Пирĕн ФАПра виçĕ ялти 400 ытла çын медпулăшу илет, вĕсенчен 40-шĕ — ачасем, ватă çынсем — 200 ытла. Çĕнĕ çуртра ĕçлеме те çăмăл, оборудованисем те хальхи йышшисем. Кунашкалли пирĕн нихçан та пулман», — терĕ медицина тытăмĕнче 30 çул ĕçлекен фельдшер.

Сăмах май, 2013-2016 çулсенче пирĕн республикăра 125 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă, вĕсенчен 5-шĕ — Пăрачкав районĕнче. Кăçал тепĕр 25 çĕнĕ ФАП тума палăртнă.

Лариса КОНЧУЛИЗОВА, ялти пенсионер:

— Пирĕншĕн çĕнĕ ФАП уçăлни питĕ пысăк пулăм. Уйрăмах ватă çынсем хĕпĕртерĕç. Кунта кĕрсе тухма та кăмăллă. Вăл пирĕн яла илем кÿрет. ФАП тунă май ял та кăштах хăтлăланчĕ, урама çул сарса пачĕç. Медпункта килсе çÿреме те йывăр мар халĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: