Комментари хушас

28 Çĕртме, 2017

Тĕрлĕ халăх поэзийĕн ылтăн çÿпçине презентацилерĕç

2016 çулта РФ Правительстви пуçарнипе «Раççейри халăхсен наци литературин антологийĕ» проект ĕçлеме пуçларĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — тĕрлĕ халăхăн ылтăн çÿпçинчи хайлавĕсене антологие пухасси. Кăçал проектăн пĕрремĕш ĕçĕ — РФ халăхĕсен хальхи поэзийĕн анталогийĕ кун çути курчĕ.

Кĕнекене пирĕн çĕршыври 57 чĕлхепе çыракан 229 сăвăçăн хайлавĕсем кĕнĕ. Кашни сăвва вырăсла куçарнă, çак ĕçе 142 тăлмачă хутшăннă. Анталоги страницисенче чăваш çыравçисем валли те вырăн тупăннă. Чăваш халăх поэчĕсен Геннадий Айхипе Николай Исмуковăн, Любовь Мартьяновăпа Петĕр Яккусен /Петр Яковлев/ тата Марина Карягинăн сăввисем кĕнĕ.

Сумлă кĕнекене ĕнер Чăваш наци библиотекинче презентацилерĕç. Унта ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов тата ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев, республикăри паллă çыравçăсемпе тĕпчевçĕсем, культура учрежденийĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Виталий РОДИОНОВ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ:

— Антологие кĕнĕ хайлавсем пурте тивĕçлисем. Геннадий Айхие пĕтĕм тĕнче пĕлет: эпир ăна мар, вăл пире çĕклет. Мартьяновăпа Яккусен поэзине те халăх юратать, Карягинăн пултарулăхĕ те хăйне евĕрлĕ. Унта ытти чăваш сăвăçисене те кĕртме пулатчĕ.