Комментари хушас

28 Çĕртме, 2017

Сывлăхран хакли çук

2016 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики сывлăх сыхлавĕн тухăçлă ĕçĕпе Раççей субъекчĕсен хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов пĕлтерчĕ.

Республикăра çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ ÿссе пырать — пĕлтĕр вăл 71,52 çулпа танлашнă. Чăваш Енĕн 17 пин ытла çынни 85 çултан иртнĕ, 100 çулхи юбилее 98 çын паллă тунă. Чылай енĕпе çынсем вилессин кăтартăвĕсем виçĕмçулхинчен палăрмаллах чакнă. Çапах министр ку енĕпе ĕçлемелли нумаййине те йышăнать. Юн çаврăнăшĕн системин чирĕсене пула вилекенсен шучĕ çав-çавах пысăк. Çавăн пекех тулашри сăлтавсене, усал шыçăсене пула та нумай çын пурнăçран уйрăлать.

Чăваш Ен пепкесен вилĕмĕн чи пĕчĕк кăтартăвĕсемпе Раççейре те лидер шутланать. 2016 çулта çак кăтарту татах чакнă — чĕрĕ çуралнă кашни пин ачаран 3,2-шĕн пурнăçĕ татăлнă. ЭКО мелĕпе ача çуратма пулăшас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Кăçал çакнашкал пулăшу калăпăшĕ 1,5 хут пысăкланнă. ЭКО мелĕ 300 ытла пепкене çут тĕнчене килме май панă та ĕнтĕ.

Юлашки вунă çулта халăха пысăк технологиллĕ медпулăшу кÿрес енĕпе те курăмлă улшăнусене çул панă. 2006 çулта çакнашкал пулăшупа пин ытла пациент усă курнă, 2017 çулта вара — çичĕ хут ытларах. Пациентсен 80% Чăваш Ен территорийĕнчех сипленнĕ.

Доклада ырланă хыççăн Правительство ытти ыйтăва тишкерчĕ.