Комментари хушас

6 Утă, 2017

Кинĕ ачисене асламăшĕ патне кайма чарнă

«Пĕлтĕр çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче сирĕн хаçатра «Эрех ĕçмесĕр чăт, ачусене каялла парĕç» статья тухнăччĕ. Унта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш ялĕнчи пĕр ĕçкĕç хĕрарăмăн ачисене амăшĕ пăхса пурăнни çинчен çырнăччĕ. Пирĕн те вĕсемпе пĕрешкелтерех лару-тăру. Манăн анне сирĕн хаçата тахçантанпах юратса вулать, пĕр номерне те пăрахмасть, пуçтарса пырать. Эсир пире пулăшасса шанатпăр», — çакăн пек çыру килчĕ пĕр кунхине «Контактра» соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнне. Вулакан ыйтăвне уçăмлатма иртнĕ эрнере çула тухрăмăр.

Тĕпленсе пурăнайман

Людмила Иванова Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнче пурăнать. Ăна кинĕ мăнукĕсемпе хутшăнма чарни пăшăрхантарать. Тăватă çул каялла упăшкипе вăрçăннă хыççăн кинĕ Александра ачи-пăчине пуçтарса тăван килне, Штанаша, тухса кайнă. «Мăнукăмсем амăшне итлеççĕ, ман пата килме хушман вĕсене. Кукамăшĕн пÿрчĕ пĕчĕк, пурăнмалли условисем япăх. Кунта кашни ачин пĕрер пÿлĕмччĕ», — кинĕпе мĕншĕн пĕр чĕлхе тупайманнине калама тытăнчĕ Людмила Ивановна.

Ильяпа Александра 15 çул каялла пĕрлешнĕ. Çамрăк арăм ун чухне 17-ре пулнă. «Вĕсем патне паллашма кайсан вучах чĕртсе апат пĕçернинчен тĕлĕнтĕм. Килне газ та кĕртмен вĕсем. Ывăлăма авланма чармарăм, çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштернĕ тĕк пурăнччăр терĕм. Кин Етĕрнере училищĕре повар-кондитере вĕренетчĕ. Практикăна каймашкăн ун валли шурă халат та тупса патăм. Шура чылай чухне амăшĕ патĕнче пурăнчĕ. Эпĕ ун чухнех ывăлăма асăрхаттараттăм: пĕрлешнĕ тĕк пĕрле пурăнмалла, унсăрăн çемье саланасси инçе мар. Илюш алă сулатчĕ те арăмĕ хыççăн тухса лĕпĕстететчĕ», — чунне уçрĕ Людмила Ивановна.

Çамрăк мăшăр пĕрле тĕпленсе пурăнтăр тесе хуняшшĕпе хунямăшĕ вĕр çĕнĕ икĕ хутлă пÿртне, икĕ ĕнине, сурăхсене, пăрусене парса хăварнă, хăйсем кÿршĕ яла, Тукташа, тухса кайнă. «Выльăх-чĕрлĕхе эпир çурмалла пайларăмăр. Эпĕ кĕтÿçре ĕçлесе тырă илнĕччĕ. Ăна та парса хăвартăм, хамăр вара укçалла туянтăмăр. Амăшĕ Шурăна нимĕн те паман. Тукташра виçĕ çул пурăнтăмăр. Анчах кинпе ывăл пурнăç тытса пыма пĕлмерĕç, çĕнĕ çурта юхăнтарма тытăнчĕç. Обойне те хамăр килсе çыпăçтарса патăмăр. Кин ниепле те тирпейлĕхе вĕренеймерĕ. Манпа пĕрле пурăннă чухне вăл эрехпе ашкăнман, хăнара кăна сыпкалатчĕ. Кайран, почтальонкăна вырнаçсан, ытларах ĕçме тытăнчĕ. Пĕррехинче вăл ÿсĕрле çынсене валеçмелли пенси укçине, 28 пин тенке, çухатрĕ. Пĕрле ĕçнĕ хĕрарăм вăрланă. Кин банкран кивçен илсе тăкака саплаштарчĕ. Халĕ Илюшĕ те, Шура та «хаяррине» аванах сыпаççĕ. Иккĕшне те сипленме ямалла. Штанаша кайса курăр: вăл паян та ÿсĕр пулма кирлĕ. Тин кăна ют хуларан ĕçлесе таврăннă терĕç. Кун пек чухне пĕрле ĕçлеме кайнă тусĕсемпе яланах эрех ĕçеççĕ. Илюш шапашра чухне кин урăх арçынпа ерсе кайрĕ. Патак панин усси çук — тÿрех полици чĕнет», — терĕ Людмила Ивановна.

Шкап илсе пама сĕннĕ

Илья çемйи патне Штанаша вĕçĕмех кайса çÿрет. Арăмĕнчен вăл хутпа уйрăлман. «Санăн официаллă тупăш çук. Уйрăлсан та ачасене сана пĕрех памĕç», — çапла ăнлантарнă ăна ЗАГСра.

Людмила Иванова кинĕ хăйне йĕркесĕр тытать, ачасене тивĕçлĕ воспитани параймасть тесе шухăшлать. Ăна амăшĕн правинчен хăтарас, ачасене ашшĕ патне илсе килес тĕллевпе республикăри ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăйран пулăшу ыйтнă. Унтан çакăн пек хурав килнĕ: «Александра И. официаллă майпа ниçта та ĕçлемест. Вăхăтран вăхăт Чулхула облаçне ĕçлеме çÿрет. Вăл килте çук чухне ачасене кукамăшĕ Людмила Кашкирова пăхать. Вăл хуçалăх тытать, эрех ĕçмест. Александра та хăйне йĕркеллĕ тытать, ют арçынсене киле кĕртмест. Çакна килтисем те çирĕплетеççĕ. Ачисем иккĕшĕ те 10 çултан иртнĕ, вĕсем амăшĕнчен уйрăласшăн мар, Элĕк районне куçма хирĕçлеççĕ. Çапла, пурăнмалли условисем лайăхах мар, çапах ачасене урок тума, çывăрма вырăн пур. Газ кĕртмен пулин те пÿртре ăшă. Ачасене килĕнче никам та кÿрентермест, вĕсене юратаççĕ. Учительсем те начар каламаççĕ, ачасем чиперех вĕренеççĕ, шкулта апатланаççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи опекăпа попечительлĕх органĕ ачасене амăшĕнчен туртса илмешкĕн сăлтав çук тесе çирĕплетет, мĕншĕн тесен вĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн нимĕнле хăрушлăх та çук». Анчах Людмила Ивановăна ку хурав тивĕçтермен. «Эсир пулăшăр мăнукăрсене, вĕсене шкапсем илсе кайса, условисем туса парăр», — çапла каларĕ мана опекăпа попечительлĕх органĕнчи специалист. Манăн шкап кайса памалла-и тата?» — тĕлĕнет вăл.

Кинĕпе тăхлачи чараççĕ пулсан та Людмила Ивановна мăнукĕсемпе курнăçнă. Ачасем Ураскилте тăванĕсем патне килеççĕ иккен. Асламăшĕ вĕсене урамра тĕл пулсан хăйĕн патне апат çиме чĕннĕ. «Эсĕ килти çын. Мĕн çиес килнине холодильникрен илсе çи», — терĕм. Хăйсен килĕнче темех çук ĕнтĕ. Аш тутине те маннă пуль. Апат япăх çитернипе ачасем чирлеççĕ. Ĕне усраççĕ-ха вĕсем, анчах сĕтне сутаççĕ. Ачасем ман пата килсен хуран кукли шутсăр юратса çиеççĕ. Амăшĕн мĕншĕн тăпăрчă юхтарса хуран кукли пĕçермелле мар? Тăхлач, ваккат евĕр, кунĕпе чанккаса кăна ларать. «Эпир Кашкăр таврашсем, никамран та хăрамастпăр», — тесе кăшкăрса кăкăр çапманни кăна», — чунне уçрĕ Людмила. Кинĕ те, ачисем те Ураскилтрех пропискăра тăраççĕ. «Мăнукăмсем пирки куляннипех вилетĕп пуль. Вĕсене хам пата мĕнле куçарса килмелле-ши?» — кулянчĕ хĕрарăм.

Кураймасть

Штанашри Кашкировсен çуртне хăвăртах шыраса тупрăмăр. Урамра курнă çынсем Людмила Михайловна вуçех ĕçменнине каларĕç. Хăй вăхăтĕнче вăйлах айкашнă, халĕ сывлăхĕ хавшанă-мĕн. Кил карти алăкне тĕкĕленĕччĕ. Халĕ кăнтăр кунĕнче те питĕрĕнсе лараççĕ те, тĕлĕнмеллиех çук пуль кунран. Йытă вĕрнĕ сасăпа Людмила Михайловна тухрĕ. «Шура пур-и?» — ыйтрăмăр эпир. «Пур-ха, эрех ĕçкеленĕ-ха вăл тульккăш. Çывăрать халĕ. Ирхине кăна Чулхула облаçĕнчен таврăнчĕç, канать. Кайран утă кĕртмелле», — терĕ. Мăнукĕсене мĕншĕн асламăшĕ патне яманнипе кăсăклантăмăр. «Мĕн тума ямалла унта? Вĕсем юрăхлă çынсем мар! Ачасем юратмаççĕ вĕсене. Илюш кунта килкелет, ачисене валли çимелли те, тăхăнмалли те илмест. Пушă алă сулласа килет. Эпĕ ăна хăваласа кăларса ятăм. Ун йышшисем кирлĕ мар пире! Тăхлачи те юрăхсăр. Усал карчăк вăл. Пĕррехинче мана çăм чавтарма хăйĕн патне астарса илсе кайрĕ те пальтона пытарса хучĕ, ир пулмасăр та кăларса ямарĕ. Чăх сăхса пĕтерейми калаçать те калаçать, итлесе ывăнтăм. «Урăх сирĕн пата нихăçан та килмелле ан пултăр!» — тесе тухса кайрăм. Шура вĕсем патĕнче миçе çул ĕçлесе пурăнчĕ?! Хунямăшĕ пуç ыратать тесе хăлинланса выртать тет. Шурăн ĕçлемелле ухмах пек! Ăна çĕрти çÿпĕ вырăнне те хуман вĕсем. Пÿртне çурмалла пайлама тесе заявлени çырнăскер каялла илчĕ. Вĕсен пуянлăхĕ те, çурчĕ те кирлĕ мар! Илюша та, амăшне кураймастăп. Сивĕтсе çитерчĕç хăйсенчен. Илюш ÿсĕрле те, урăлла та çапать, ман çине те алă çĕклет. Хамăн килтех хĕнет те, хăйĕн патĕнче Шурăна мĕн чухлĕ çапман пуль? Çÿçрен те сĕтĕрнĕ… Малтанах пăрахса килесшĕнччĕ те, нумай чăтрĕ, патак çисе пурăнчĕ. Чутах вĕлеретчĕ! Май çук пурăнма. Виçĕ пус укçине те ĕçсе ярать. Хăйĕн хырăмне те тăрантараймасть вăл, шакал! Каккуй çемйине тăрантарма! Кунта килсе ĕçсе-çисе пурăнать, кăшкăрма, ятлаçма тапранать. Амăшĕ хĕтĕртнипе Шурăна мĕн чухлĕ хĕнемен-ши? Шура унта каймасть! Эпĕ хамăн хĕрĕме хăваламастăп, пурăнтăр кунтах. Вĕсемпе ăçтан килĕштерсе пурăнас? Çынна хĕрхенме пĕлмеççĕ. Шура ĕçлет, манăн пенси килет — ачасене хамăрах ÿстеретпĕр. Шура тахçантан пĕрре кăна эрех ĕçет — ĕçлесе таврăнсан. Вахта мелĕпе Чулхула облаçне çÿрет: 15 кун ĕçлет, 15 кун — килте. Эпĕ малтан эрех ĕçкеленĕ, халĕ вуçех сыпмастăп. Каккуй ĕçме! Алă-ура ыратать, аран-аран ĕне сăватăп», — терĕ Людмила Кашкирова. Тăхлачипе кĕрÿшне вăл чунран курайманнине пытармарĕ.

Амăшĕ чĕнсен те Шура пирĕн пата тухмарĕ. Эпир пÿрте кĕрсе кураймарăмăр. Тирпейлĕ-и унта е çук-и — калама пултараймастпăр. Çапах анкартине кĕтĕмĕр: йăрансем тасаччĕ, çĕр улми ани пысăкчĕ. Сарай таврашĕ те çĕнĕ.

Ашшĕпе — амăшĕ, асламăшĕпе кукамăшĕ вăрçăннăран ĕнтĕ ачасем Ураскилтри тăван килне каяймаççĕ. Тен, вĕсем хăйсен пÿлĕмĕшĕн, хăтлăхшăн, сĕтел тулли апат-çимĕçшĕн тунсăхлаççĕ, анчах кайран амăшĕпе кукамăшĕ ятлаçасран хăраççĕ пулĕ. Ачасем-çке вĕсем, аслисен куçĕнченех пăхмалла…

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.