Комментари хушас

6 Утă, 2017

Çирĕп çемье — çĕршыв тĕрекĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа Чăваш патшалăх филармонийĕнче ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕ.

«Сире, халăха тивĕçлĕ ывăл-хĕр пăхса çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшне, тăван коллективсенче ырми-канми тăрăшса ят-сум çĕнсе илнĕ тата ачăрсене те ĕçе хисеплеме хăнăхтарнă маттур ентешсене, çывхарса килекен уяв ячĕпе ăшшăн саламласа малашне те килĕшÿпе, юратупа пурăнмашкăн ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатăп, — терĕ регион ертуçи. — Хăвăрăн тĕслĕхĕрпе ыттисене хавхалантаратăр, çамрăк ăрăва тăван халăха, çĕршыва юратма вĕрентетĕр».

Пирĕн несĕлĕмĕрсем çемье хаклавне тĕпе хурса кун—çула, йăха малалла тăснă, кĕçĕннисем аслă ăру çыннисене сума сумаллине, асаттесен тымарĕн ырă ятне упрамаллине ăса хывтарнă. Пархатарлă йăла-йĕрке паян та аталанса пыни чăннипех савăнтарать. Ăна вăй илтермешкĕн республика ертÿлĕхĕ куллен тăрăшнишĕн мăнаçланмалла кăна.

Михаил Игнатьев шухăшĕпе, Чăваш хутлăхĕнчи мăшăрсем тăнăçлăхпа палăрса тăни республика правительстви çемье воспитанийĕн наци йăли-йĕркине упрассине тата чĕртсе тăратассине тивĕçлипе хакланине тепĕр хут çирĕплетет. Ахальтен мар-тăр федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче уйрăлакан мăшăрсен йышĕн кăтартăвĕ чакса пынипе Чăваш Ен Мордва Республикипе пĕрле малти вырăнта шутланаççĕ.

Регион Пуçлăхĕ сĕннипе 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Унăн мероприятийĕсене аслисен ячĕ-сумне çĕклессине, çемьери ырă хутшăнусене çирĕплетессине халаллани çамрăк ăрушăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх, Чăваш хутлăхĕнче çемье чăмăртакансем йышланса пыраççĕ, вĕсен хушшинче нумай ача çитĕнтерекен те сахал мар. Сăмах май, унашкаллисен йышĕ 2011 çулхи 2,5 процентран кăçал 38-а çитнĕ.

«Çемьесене тата ачасене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермешкĕн республикăра çуллен 3 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Федераци шайĕнчи амăшĕн капиталĕсĕр пуçне виççĕмĕш ача çуратнă е усрава илнĕ ашшĕ-амăшне республикăн 100 пин тенкĕпе танлашакан капиталĕпе тивĕçтереççĕ», — терĕ министр.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2010 çулхи йышăнăвĕпе Чăваш Республикин патшалăх наградине — «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» орден — çирĕплетнĕ. Унпа 50 çул пĕрле пурăнса Раççейĕн тивĕçлĕ гражданĕсене пăхса çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшне чыслаççĕ. Паянхи кунччен асăннă наградăна 130 çемье тивĕçнĕ.

Çемье династийĕсене пирĕн хутлăхра сума сăваççĕ. Тĕрлĕ тытăмпа тăрăшакан тата çывăх çыннисен ĕçне малалла тăсакан хастарсен йышĕ пĕр пинрен те иртет

Уяв мероприятине пухăннисене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Шупашкар епархийĕн протоиерейĕ, чиркÿпе общество хушшинчи çыхăнусен пайĕн ертÿçи Георгий Орлов саламларĕç.

Ят-сум çĕнсе илнĕ йышлă ачаллă ашшĕ-амăшĕ тата çемье династийĕсен представителĕсем патшалăх наградисене тата чыслава тивĕçрĕç.

.. Уява пухăннисен хушшинче шурă чечекрен çыхнă пуç кăшăлĕ тăхăннисем йышли те ахаль мар. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн тĕп палли — асăннă çеçке. Вăл çемьесене çирĕплетме пулăшать иккен. Апла тăк, килĕр умне шурă чечек акăр, шăварăр, пăхса çитĕнтерĕр.Кун пек чухне телей кайăкĕ алăран вĕçерĕнмĕ. Паллах, хăвăр ырă та пархатарлă пулсан…

Валентина СМИРНОВА

 

Теги: