Комментари хушас

19 Утă, 2017

Музейри пек

Патăрьел районĕнчи Турханта кăçалхипе вун пĕрмĕш хут Кокель пленэрĕ иртет. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ ÿнерçĕсем хутшăнаççĕ.

Хальхинче вĕсем Аслă Чементе пурăнакан Нина Михайловна Мулгачева хуçалăхĕнче пулса курнă. Кинемей тĕрленине, кăмакара çăкăр пĕçернĕ саманта ÿкернĕ. Сăрă ăстисем çуртпа паллашнă май 92 çулти ватă авалхи япаласене таса та типтерлĕ упранинчен тĕлĕннĕ.

Нина Михайловна хуçалăхĕ музей евĕрех. Пÿрт ăш-чикки аллă çул каяллахипе танлаштарсан нумаях та улшăнман: стена çинче сăн ÿкерчĕксем, урайĕнче — тĕртнĕ кавир.

Ÿнерçĕсем хăйсен ĕçне кăмăлтанах пурнăçланă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.