Комментари хушас

18 Утă, 2017

Юхан шыв – вылямалли вырăн мар

Пулать вĕт: иртнĕ эрнере Шупашкарта пурăнакан 34-ри арçын çур çĕр çитеспе Атăл урлă ишсе каçма шухăш тытнă. Тĕп пляжран сулахай çыран еннелле ишме пуçланăскере вăйлă юхăм илсе кайма тытăннă.

«Юрать, вăл çутă сигнализаторĕллĕ çăлав жилечĕ тăхăннă, карас телефонне пĕрле илнĕ. Вăйĕ пĕтме пуçласан çăлавçăсем патне шăнкăравланă. Çăлавпа шырав службин дежурнăй смени арçынна çырана илсе çитернĕ. Çăлавçăсем ăна ăшă утиялпа чĕркенĕ, вĕри чей ĕçтернĕ. Арçын больницăна кайма килĕшмен», — пĕлтерчĕç Раççей МЧСĕн Чăваш Республикин тĕп управленийĕн пресс-службинче.

Телее, ку пăтăрмах синкерпе вĕçленмен. Анчах кашнинчех ун пек пулмасть çав. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 8 çын путса вилнĕ, çав шутран 2-шĕ — ача. Пĕчĕкскерсем аслисем асăрхаса çитерейменрен пурнăçран уйрăлнă.

Ачасене шыв-шурта пăхăнмалли хăрушсăрлăх йĕркипе паллаштарас тесе çăлавçăсем тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Ишме вĕрен» акци пынă май МЧС ĕçченĕсем ача сачĕсенче, ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсенче занятисем ирттереççĕ. Вĕсем çул çитменнисене бассейнра е пĕвере ишме вĕрентеççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти 174-мĕш садике çÿрекенсем валли Атăл хĕрринче ăсталăх урокĕ ирттернĕ. Водолазсем шывра мĕнле ишмеллине кăтартнă.

Çăлавçăсем çуллахи вăхăтра пĕтĕм лагере çитеççĕ, ачасене хăрушсăрлăх йĕркине аса илтереççĕ, кăсăклă викторинăсем ирттереççĕ, астумалăх çырнисене валеçсе параççĕ. «Ачасем эпир мĕн кала-нине кăсăклансах итлеççĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем çăлавçă пулас тесен ăçта вĕренмеллине ыйтса пĕлеççĕ», — каласа кăтартрĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн Шупашкарти уйрăмĕн патшалăх инспекторĕ Сергей Аршинов. Вăл хăрушсăрлăх темипе сăвăсем те çырать, çавна май Сергей Вячеславович ирттерекен тĕлпулусем нумайăшĕн асĕнче юлаççĕ. Çынсен хăйсене шыв хĕрринче мĕнле тытмаллине ха-лалланă сăвăра акă пĕлмен çĕрте шыва сикмелле маррине, авăртан, вăйлă юхăмлă вырăнтан аякра пулмаллине асăннă. Шывра пĕр-пĕрне тĕртме, ураран тытма, выляма, кĕрешме юраманнине асăр-хаттарнă. Пĕве-кÿлĕ вылямалли вырăн маррине аса илтернĕ. «Шыв йăнăшсене каçармасть», — вĕçленĕ хăйĕн сăввине Сергей Аршинов. Сăмах май, ăна ачасем валли астумалăх çырнине те кĕртнĕ. Малалла вулас...

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.