Комментари хушас

21 Утă, 2017

Чăваш Енре айăплава пурнăçа кĕртес тытăмра ĕçленĕ çынна Ульяновскра пуçлăха лартнă

Ĕнер, утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Айăплава пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен федераци службин Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнче çĕнĕ пуçлăхпа паллаштарнă. Яваплă должноçе Чăваш Енре ку тытăмра хăрушсăрлăх службин пуçлăхĕнче тăрăшнă Станислав Андреева шаннă.

Станислав Андреевпа унтисене Айăплава пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен федераци службин приговорсене пурнăç кĕртекен тата ятарлă учет управленийĕн  пуçлăхĕ Игорь Вединяпин паллаштарнă. Çĕнĕ пуçлăх ĕнерех Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Сергей Морозовпа тата облаçăн прокурорĕпе Сергей Хуртинпа тĕлпулнă.