Комментари хушас

22 Утă, 2017

Чăваш Енри аэробист Пĕтĕм тĕнчери вăййа хутшăнĕ

Чăваш Енри Алексей Германов аэробист Польшăри Вроцлаве хулинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери 10-мĕш вăйăсене хутшăнать. Амăртăва утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче официаллă майпа уçнă. Вăл вунă куна пырĕ.

Ку вăййа Олимпиада программине лекмен вăйăсене кĕртнĕ. Пĕтĕм тĕнчери олимп комитечĕ пулăшнипе йĕркелекен çак вăйă тăватă çулта пĕрре иртет. Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Оксана Дьячук патĕнче пултарулăха туптакан Алексей Германов Пĕтĕм тĕнчери вăйăсене унччен те хутшăннă. 2013 çулта Колмубинче вăл ташă гимнастикипе кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ, гимнастика платформинче - бронза.

Рубрика: