Комментари хушас

22 Утă, 2017

Канашри ишĕлекен çурт ыйтăвне республика Пуçлăхĕ тĕрĕслесе тăрĕ

Ĕнер каçхине Канашри Ленин урамĕнчи 27-мĕш çурт стени çуркаланса кайнă. Унта пурăнакансенчен 21 çынна эвакуациленĕ. Вĕсенчен 14-шĕ тăванĕсем патĕнче хÿтлĕх тупнă, тепĕр 7 çынна (çав шутра тăватă ача пур) "Заря" гостиницăна вырнаçтарнă.

Çивĕч лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ çийĕнчех хăй тĕрĕслесе-сăнаса тăма йышăннă. Михаил Игнатьев хушнипе вырăна республикăн строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов, Çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков тухса кайнă. Вĕсем çурта тишкернĕ хыççăн епле мерăсем йышăнмаллине татса парĕç. 

www.hypar.ru