Комментари хушас

4 Çурла, 2017

Чăваш Енри предпринимательсене Александр Рыбаков хÿтĕлĕ

Чăваш Енри предпринимательсене Александр Рыбаков хÿтĕлĕ. Хушăва Чăваш Енĕн Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче алă пуснă. Паянах вăл çĕнĕ уполномоченнăйпа тĕл пулнă.

Михаил Игнатьев Александр Рыбаков кандидатурине республикăри предпринимательсем, Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн министерстви тата ЧР Суту-илÿпе промышленность палати сĕннине пĕлтернĕ. Александр Рыбаков кандидатурине Раççейри предпринимательсене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Борис Титов ĕнер ырланă. 

Яваплă должноçе йышăниччен уполномоченнăй Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшас енĕпе ĕçлекен центр пуçлăхĕнче тăрăшнă.

www.hypar.ru