Комментари хушас

9 Çурла, 2017

Кÿршĕсем пĕрле туслă ĕçлесшĕн

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Хусан патшалăх университечĕн ректорĕ Ильшат Гафуров малашне ЧР Министрсен Кабинечĕпе кÿршĕ регионти аслă вĕрентÿ заведенийĕ пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă.

Республика ертÿçи Хусан университечĕн ректорне Чăваш Ен студенчĕсене Атăлçи тăрăхĕнчи сумлă вузра вĕренме условисем туса панăшăн тата ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетме тăрăшнăшăн тав тунă. Ильшат Гафуров Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ вĕрентÿ тытăмне аталантарас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленине палăртнă.

Тĕлпулура çавăн пекех Хусан университетĕнче Чăваш Республики валли пысăк квалификациллĕ педагогика кадрĕсене хатĕрлессипе, пултаруллă ачасемпе ĕçлессине çÿллĕ шая çĕклессипе, финанс пĕлÿлĕхне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Çавăн пекех кÿршĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн опычĕпе усă курассине палăртнă.

Чăваш Ен Правительстви ăста кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе республикăри тата Раççей Федерацийĕнчи ытти аслă шкулпа та тачă çыхăнса ĕçлет. Тĕслĕхрен, 2016 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕ республика экономики валли специалистсем хатĕрлес тĕллевпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУпа, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе килĕшÿ тунăччĕ. 2017 çулта М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕпе ку енĕпе пĕрле ĕçлеме килĕшсе татăлнă.

 

Рубрика: