Комментари хушас

30 Çурла, 2017

Таня политик пуласшăн

Паян ЧР Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Шупашкарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Татьяна Владимировăпа тата унăн амăшĕпе тĕл пулу йĕркелерĕ. Мĕнле майпа хĕрачана пĕлет-ха вăл?

Пĕррехинче пĕр предприятие уçнă чухне Михаил Васильевич Таня каланине асра тытса хăварнă иккен. Хĕрача ун чухне политик е патшалăх ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнине пĕлтернĕ. Пысăк тĕллевлĕскере вара республика Пуçлăхĕ тĕл пулăва чĕнсе унăн шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлес тенĕ.

Пултаруллă хĕрача темĕн тума та ĕлкĕрет иккен. Шкулта «5» паллăпа çеç вĕренет. Ташлама, юрлама, вулама тата ÿкерме юратать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «Русский медвежонок» олимпиадăра çĕнтернĕ. Çавăн пекех Таня Раççейри «Живая классика» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унсăр пуçне вăл шкулти «Светофор» çамрăк инспекторсен юхăмĕнче тăрать, класра — староста. Таня гимнастика, каратэ, ташă. çăмăл атлетика, йĕлтĕр, волейбол, пионербол, велоспорт кружокĕсене çÿренĕ, кăçал триатлона çырăнасшăн.

«Патшалăх ĕçченĕ пулсан эсĕ мĕн улăштарăн?» — ыйтрĕ унран Михаил Игнатьев. «Малтанах кун пирки халăхран ыйтса пĕлмелле», — пулчĕ хĕрачан хуравĕ.

Таньăна çак тĕлпулу питĕ çунатлантарчĕ. Республика Пуçлăхне вăл малалла аталанма сăмах пачĕ.

 

 

Теги: