Комментари хушас

5 Авăн, 2017

Вырмара мĕн чăрмав? Çумăр та сывлăм…

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене мĕн пур лаптăкăн 86,5% çинчен пухса кĕртнĕ.

— 3 тата 4-мĕшĕсенче тырă пуссине каллех çумăр йĕпетрĕ те — комбайнсене чарма тиврĕ, — пăшăрханчĕ филиал директорĕ Юрий Федотов. — Хĕвеллĕ çанталăк 2-3 кун тăрсанах вырмана вĕçлеттĕмĕр те çав. Комбайнерсемпе тырă турттаракан водительсем типĕ кунсенче кашни сехетпе туллин усă кураççĕ.

Вĕсем еплерех ĕçленине хамăр куçпа курма Тăрваш ялĕ çумĕнчи уя çитрĕмĕр. Куç умне харăсах 7 комбайн, прицеплă 3 КамАЗ тухса тăчĕç. 186 гектар çинчи урпана вырса тĕшĕлетчĕç, ăна йĕтеме турттаратчĕç.

— Тăпрари нÿрĕке пула хирти автомашинăсен кустăрмисем путса анаççĕ, — терĕ филиал агрономĕ Руслан Кириллов, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен пĕлтĕр вĕренсе тухнăскер. — Предприяти ертÿçисем çĕр исленсен КамАЗсене хире кĕртме чарчĕç. Бункер тулсан комбайнсем уй хĕррине пырса кузова пушатаççĕ. Тепĕр чăрмав — ирхи-каçхи сывлăм. Механизаторсене çĕрле-каçпа ĕçлеме памасть.

Тĕрĕссине каларĕ çамрăк агроном: сарлака кустăрмаллă уй-хир карапĕсем, тачка тăпра çинче путмасăрах çÿрекенсем, пусă хĕррине тухса транспорт çумне тăчĕç. Ана тикĕс пултăр тесе çĕрти нÿрĕк хисепне шута илмех тивет.

Тырра пухса кĕртме Степановпа Васильев Сергейсем, Ефремовпа Казаков Николайсем, ашшĕпе ывăлĕ Владикпа Артем Липатовсем, Олег Егоров, Эльфат Сагдеев, Александр Васин, Алексей Петров, ытти механизатор хутшăнаççĕ.

Леонид Арсентьев комбайнер хуçалăхра чи нумай — 2 пин тонна ытла — тырă çапса тĕшĕленĕ. Филиалĕпе кашни гектартан вăтамран — 41, хăш-пĕр уйран 45-шер центнер таран пухса кĕртеççĕ.

Механизаторсем пушар тухасран сыхланаççĕ. Мĕн пур комбайна вут-çулăма сÿнтермелли хатĕрпе тивĕçтернĕ. Геннадий Лаврентьев уя цистернăпа шыв турттарса пынă, комбайнсен çывăхĕнче пушарпа кĕрешме хатĕр тăрать. Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене мĕн пур лаптăкăн 86,5% çинчен пухса кĕртнĕ. Малалла вулас...

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.