Комментари хушас

8 Авăн, 2017

«Сурăх сĕтĕнчен те сыр тăваççĕ»

Тĕрлĕ çул-йĕрпе утса пăхнă вăл. Халĕ хăйне ял хуçалăхĕнче тупнă. «Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ, уйрăммăн илсен – ĕне, качака усраса сĕт туса илни пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсемпе пахча çимĕç ÿстернинчен тухăçлăрах», — тет вăл. Сăмахăм «Белкофф» тулли мар яваплă обществăн ертÿçи Олег Толстов пирки.

«Пĕр сехетре 250 качака сума пулать»

— Олег Вячеславович, сирĕн организаци ячĕ питĕ хăйне евĕр.

— «Белкофф» — белок сăмахран. Эпĕ Вăрнар поселокĕнче çуралса ÿснĕ. Аттепе анне Вăрнар тăрăхĕнчи ялсенчен. Шкул хыççăн Шупашкарти çыхăну техникумĕнче пĕлÿ илтĕм. Унта вĕреннĕ вăхăтра эпĕ ди-джей пулса уяв каçĕсене ертсе пыраттăм. Çулталăкран хамăн ĕçе пуçартăм: аудио, видеокассетăсем сутма пуçларăм. Çав вăхăтрах дискотекăсене ертсе пыраттăм. Унтан пейджерсем, карас телефонсем тухрĕç. Кĕсье телефонĕсем сутма пуçларăмăр. Каярахпа пахча çимĕçпе, улма-çырлапа ĕçлерĕмĕр. Çыхăну салонĕсене паян та тытса тăратпăр. Вăл ĕç мăшăрăм Анастасия Сергеевна çинче. Виçĕ çул каялла аталану çул-йĕрне шыранă май ял хуçалăхне кайма шухăш çуралчĕ. Малтанах выльăх-чĕрлĕх апачĕ туса илтĕм, шăпах çавăнпа организацие «Белкофф» ят па-тăм. Пирĕн пуçарулăхпа тăрăшулăха, яваплăха туйса ĕçленине, эпир шанчăклине кĕçех асăрхарĕç, пирĕнпе интересленме пуçларĕç, клиентсем хушăнсах пычĕç. Çынсем ыйтнине кура оборудованипе ĕçлеме пикентĕмĕр. Ытларахăшне ют çĕршывсенчен кÿрсе килетпĕр. Калăпăр, ĕне сумалли хатĕрсене — Израильтен, качака сумаллине — Грецирен. Сĕт холодильникĕсем Раççейре кăларнисем те пур, анчах эпир ют çĕршыврисене ытларах кăмăллатпăр — вĕсен пахалăхĕ лайăхрах. Оборудовани сутассипе кăна ĕçлеместпĕр, хамăр ĕçе проектранах пуçлатпăр, обЬекта /фермăна/ хута яма каятпăр, Грецирен килнĕ оборудование вырнаçтарса паратпăр, монтаж ĕçĕсене тăватпăр. Сăмах май, эпир Чăваш Енре кăна мар, Пушкăртстанра, Тутарстанра, Киров тата Чулхула облаçĕсенче те ĕçлетпĕр. Шупашкарта иртекен «Чикĕсĕр ĕçтешлĕх» выставкăна çуллен хутшăнатпăр, пирĕн сферăри çĕнĕлĕхсемпе паллаштаратпăр. Калăпăр, кăçал Израильтен ятарлă прибор илсе килтĕмĕр. Вăл ĕне мĕн чухлĕ сĕт панине, «шурă ылтăнăн» температурине тата çу шайне тÿрех кăтартать.

— Калăр-ха, Чăваш Республикинче сăвăмпа сĕт-çу блокне доильно-молочный блок юлашки вăхăтра ăçта вырнаçтарнă?

— Çуркунне Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăсри качака ферминче вырнаçтарнăччĕ. Ытти организаципе те килĕшÿсем турăмăр. Укçа-тенкĕ куçарасса кĕтетпĕр. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.