Комментари хушас

15 Авăн, 2017

Чăваш Енри атлетсем Раççей кубокне тухса кайнă

Кире пуканне çăмăллăн парăнтарма Шупашкарти «Энерги» спорт шкулĕнче Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин хăнăхтарнă атлетсем Крымри Алушта хулинче иртекен Раççей кубокне хутшăнĕç. Ăмăрту авăн уйăхĕн 16–23-мĕшĕнче пулĕ.

Чăваш Ен чысне унта 11 спортсмен хÿтĕлĕ: Сăмах май, вĕсенчен самайăшĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет: тĕнче класлă Раççейĕн спорт мастерĕсем Алексей Иванов /вăл 78 килограмчченхи виçе категорийĕнче тупăшĕ/ тата Александр Павлов /85 кг/, Раççей спорт мастерĕсем Дмитрий Курчин /68 кг/, Евгений Малинников /63 кг/, Анастасия Александрова /68 кг/, çавăн пекех Олег Леонтьев /78 кг/, Александр Немов /73 кг/, Василий Кириллов /73 кг/ тата Максим Горбунов /68 кг/. Академи студенчĕсемсĕр пуçне Раççей кубокне Чăваш Енре Раççейĕн тĕнче класлă спорт мастерĕ Сергей Соловьев /85 кг/ тата Раççейĕн спорт мастерĕ Дмитрий Енедеров /73 кг/ хутшăнĕç.

 

Рубрика: