Комментари хушас

17 Авăн, 2017

Наци кросĕ пĕрлĕх туйăмне вăйлатать

Шăматкун Атăл хĕрринчи Анне палăкĕ умĕнче халăх йышлăн пухăнчĕ. Сăлтавĕ те пĕлтерĕшлĕ — вĕсем "Наци кросĕ" чупăва хутшăнчĕç. Çĕршывĕпе иртекен массăллă спорт мероприятийĕнче пирĕн республика çыннисем те çулсеренех хастар тупăшаççĕ. Кăçал унта 16 пин ытла çын чупрĕ. Шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем таранах кроса хутшăнчĕç.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. "Наци кросĕ" пирĕн пĕрлĕхе тата эпир сывă пурнăç йĕркине кăмăлланине кăтартать. Спортпа туслă çынна пур çĕрте те ăнăçать! Мероприятие хутшăнакансенчен кашниех — çĕнтерÿçĕ", — палăртрĕ вăл пухăннисене чупура ăнăçу суннă май.

Мероприятие уçнă çĕре РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков та хутшăнчĕç. Çавăн пекех чупакансене тава тивĕçлĕ Раççей спорт мастерĕ Сергей Иванов саламларĕ.

Спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем старта çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа тухрĕç. Вĕсен йышĕнче профессионал спортсменсем те, çăмăл атлетика ветеранĕсем те, влаç органĕсенче тата тĕрлĕ предприятие вăй хуракансем те, çамрăксемпе ачасем те. Вĕсем 3 çухрăмлă дистанцие парăнтарчĕç. Кун хыççăн VIP-чупу пулчĕ, ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Хăнăхнă йăлапах çак кун спортсменсем тĕрлĕ дистанцисене чупса тухрĕç. Çавăн пекех мероприятие хутшăннă чи çамрăк тата чи опытлă спортсменсене палăртрĕç. Пĕрремĕш ушкăна çулталăк та 8 уйăхри Ярослав Емельяновпа 4 уйăхри Мария Попова кĕчĕç. 84 çулти Леонид Ивановпа 87 çулти Миранда Кольцова вара пĕлтĕрхи пекех чи опытлă çăмăл атлет ятне тивĕçрĕç.

 

Рубрика: