Комментари хушас

18 Авăн, 2017

Пылак çырла илĕртет

Кĕркунне çырла тĕмми куçарма вăхăт. Кăçал виктори ăнса пулчĕ, анчах та нумай çĕрчĕ. Питĕ кÿренмелле — çырлапа çăвĕпех ĕçлемелле-çке. Тухăçлă тата тĕрлĕ чир-чĕре парăнман мĕнле сортсем лартсан лайăх-ши?

А.МИХАЙЛОВА.

Элĕк районĕ.

Ыйтăва Шупашкарти Ботаника сачĕн агрономĕ Антонина ВАСИЛЬЕВА хуравлать:

- Тĕрĕссипе, çитес çул çырла çиес тесен ăна çурла уйăхĕнчех лартмалла. Халĕ ку ĕç вĕçленсе пырать ĕнтĕ. Виктори çырлине пирĕн тăрăхра мĕн ĕлĕкренпех юратса ÿстереççĕ. Çавăнпа та сорт суйласси тĕп ыйту пулса тăрать. Пахчаçăсем чи хăнăхни тата чи килĕштерекенни — Фестивальная. Вăл чăнласах лайăх сорт, тухăçĕ те пысăк. Паянхи çĕнĕ сортсене йăлтах унпа танлаштаратпăр, лайăх енĕсемпе пĕрлех çитменлĕхĕсене палăртатпăр. Унсăр пуçне Зенга Зенгана текен сорт тахçанхиех шутланать. Çак икĕ йышши çырла çинче никсĕленет те паянхи селекци. Паян 61 тĕрлĕ сорта тĕпчетпĕр, 26-шне лайăххисен шутне кĕртсе суйласа илтĕмĕр.

Пĕтĕмĕшле виктори çырлине ирхи, вăтам тата каярах пиçекенни çине пайлама пулать. Вĕсен кашнин хушшинче — 1,5 эрне. Çапла вара виçĕ сортне те лартсан пылак çырлапа вăрах сăйланма пулать.

Вĕсемсĕр пуçне тепĕр сорт та пур — ремонтантлă. Вĕсем çимĕçĕпе пĕр тапхăр кăна мар, çăвĕпех савăнтараççĕ. Анчах та вĕсем ачашрах, начар хĕл каçаççĕ, çавăнпа та вĕсемпе ытларах ĕçлемелле. Сивве хатĕрлес тесессĕн тымарĕсене мульчапа витмелле, хĕлле юр тытмалла. Унсăр пуçне ку сорта ĕрчетме йывăр, мĕншĕн тесен мăйăхĕсем çук. Ĕрчетесех тесессĕн иккĕмĕш хут чечеке ларсан çимĕç тума памалла мар, çеçкисене татмалла. Вара тин мăйăх ярĕ. Ремонтантлисен шутне пирĕн тăрăхра сарăлнă Октара, Мара де Бойс, Королева Елизавета-II, Вима Рина, Московская юбилейная, Крымская ремонтантная кĕреççĕ.

Ирех пиçсе çитекен Сударушка, Юния Смайдз, 5-88 сортсем лайăх хĕл каçаççĕ, тухăçĕ те аван.

Вăтаммисен йышне нумай сорт кĕрет: Царица, Талисман, Зефир, Золушка, Амулет, Соловушка...

Кая юлса пиçекеннисен хăйсен лайăх енĕсем пур. Вĕсене, сăмахран, шăнтса хурсан хĕлле сивĕтмĕшрен кăларсан та ирĕлнĕ хыççăн халĕ кăна пахчаран татса кĕнĕ пек пулаççĕ, мĕншĕн тесессĕн çырлисем хытă, çавăнпа нимĕрленмеççĕ. “Гиганта” акă çурла уйăхĕнче кăна пиçсе çитет. “Симфония” та аван. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.