Комментари хушас

18 Авăн, 2017

Подрядчиксем яваплăха мĕншĕн туймаççĕ?

Республикăн кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем, ялсен тăнăçлă аталанăвĕпе çыхăннă çумпрограмма еплерех пурнăçланса пыни, грипран сыхланас енĕпе еплерех ĕçсем туни — шăпах çак темăсем тĕп вырăнта пулчĕç Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура.

«Пайçăсем» хваттерсĕр ан юлччăр

Канашлăва уçнă май Михаил Игнатьев промышленноç производствин индексĕ кăçал 8 уйăхра 102,5% танлашнине пĕлтерчĕ. Федераци центрĕпе çыхăнса ăнăçлă ĕçленĕрен республикăн консолидациленĕ бюджетне пĕлтĕрхипе танлаштарсан 17,4% ытларах тавăрса памалли мар субсидисем явăçтарма май килнине палăртрĕ.

Сакăр уйăх кăтартăвĕсемпе ЧР вице-премьерĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Вăл асăннă тапхăрта республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче ырă туртăмсем пуррине палăртрĕ: промышленноç тата ял хуçалăх производствисем, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ, халăха кÿнĕ тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ ÿснĕ, унсăр пуçне уйăхри вăтам ĕç укçин виçи те пысăкланнă. Промышленноç производствин индексĕ транспорт хатĕрĕсемпе оборудованийĕн, хими япалисен, машинăпа оборудованисен, сăран, пир-авăр, резина тата пластмасса изделийĕсен производствин организацийĕсенче пысăкланнă. Докладçă лайăх кăтартусем тăвакан предприятисене уйрăммăн асăнчĕ.

Министр ÿсĕм хăвăртлăхĕ хăш отрасльсенче чакни çинче те чарăнса тăчĕ. Акă кăрлач-çурла уйăхĕсенче 292,1 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, ку пĕлтĕрхи çак тапхăр тĕлĕшпе 90,3% пулать. Строительство ыйтăвне сÿтсе явнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çынсем пая кĕрсе тăвакан çуртсемпе çыхăннă лару-тăрăва куçран вĕçертмелле маррине аса илтерчĕ. Михаил Игнатьевăн ыйтăвне хуравланă май строительство министрĕ Владимир Михайлов хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсем малтан палăртнă графикран 12 объектра кая юлса пынине пĕлтерчĕ. Çав шутран тăваттăшĕ уйрăмах шухăшлаттарнине, вĕсенче пĕтĕмпе 419 килĕшÿ тунине каларĕ. Республика Пуçлăхĕ Строительство министерствине тата Шупашкар хулин администрацине нумай хваттерлĕ çурт тумашкăн çынсенчен укçа пухнă подрядчиксемпе тĕл пулма, ĕçе хăвăртлатма ыйтрĕ. «Вĕсем шантарнă — эппин, çакна пурнăçламаллах. Унсăрăн çынсем укçасăр та, хваттерсĕр те юлĕç. Çак лару-тăрăва сăнасах-тĕрĕслесех тăмалла», — терĕ вăл хыттăнах.

Тепĕр вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Енĕн республика тата консолидациленĕ бюджечĕсем 8 уйăхра мĕнлерех пурнăçланни пирки каласа кăтартрĕ. Консолидациленĕ бюджет тупăшĕсем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 33214,5 миллион тенкĕпе /пĕлтĕрхи çак тапхăрăн 109,4%/, республика бюджечĕн вара 28613,1 миллион тенкĕпе /110,2%/ танлашнине пĕлтерчĕ.

Ялсен аталанăвĕшĕн

Канашлура республикăн çеç мар, ялăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне те уйрăммăн тишкерчĕç. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ» çумпрограмма мĕнле пурнăçланни пирки каласа кăтартрĕ. «2015-2017 çулсенче ялсен тăнăçлă аталанăвĕ валли пĕтĕм шайри бюджетран 2546,7 миллион тенкĕ уйăрнă», — палăртрĕ вице-премьер. Çак нухратпа ялсенче çулсем тунине, çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕсем уçнине, вĕрентÿ учрежденийĕсемпе культура çурчĕсем хута янине пĕлтерчĕ. Ялти çынсем ку çумпрограммăпа килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнине каларĕ. 2014-2017 çулсенче ку меслетпе 707 çын усă курнине, çав шутран 445-шĕ çамрăк специалист пулнине систерчĕ.

Сергей Артамонов Чăваш Ен Пуçлăхĕн сĕнĕвĕпе кăçалтанпа ял çыннисене пулăшмалли çĕнĕ механизм — общество инфратытăмне аталантармалли проектсене, вырăнти халăхăн пуçарăвĕсемпе çыхăннисене, пурнăçласси — вăя кĕни çинче те чарăнса тăчĕ. «Хальхи вăхăтра ял-хула тăрăхĕсенче çакнашкал 84 проект пурнăçа кĕрет, пĕтĕмпе 97,1 миллион тенкĕлĕх», — терĕ вăл.

Çапах йывăрлăхсем те çук мар. Акă кăçал республика бюджечĕн укçи-тенкипе 4 ялта — Патăрьел, Тăвай, Канаш, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче — клубсем тумалла, çак тĕллевпе 44,1 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Анчах, вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, çак объектсен хăшне-пĕрне палăртнă вăхăтра хута яраймасан та пултараççĕ, уйрăмах Хĕрлĕ Чутай районĕнчин шăпи шухăшлаттарать. Клуба кăçал чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче туса пĕтермелле, анчах паянхи кун унта çĕр ĕçĕсене тунă тата никĕсе йĕркене кĕртме çеç тытăннă.

Михаил Игнатьев подрядчиксене палăртнă чухне тимлĕрех пулмаллине аса илтерчĕ, çакăншăн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хăйсен те явап тытмаллине палăртрĕ. Укçа-тенкĕ валеçнĕ чухне йăлтах, çав шутрах — программăна кĕнĕ объектсенче ĕçсене мĕнле пахалăхпа пурнăçланине тата палăртнă вăхăтра ĕлкĕрни-ĕлкĕрейменнине те, шута илме хушрĕ. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен Чăваш Ен 2018 çулта федерацин «Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программин 10 направленийĕнчен 9-ăшне хутшăнĕ. «Проектсем хатĕр, вĕсене хÿтĕленĕ. Федераци бюджетĕнчен кăçалхинчен 1,8 хут ытларах укçа-тенкĕ явăçтарма планлатпăр», — пĕтĕмлетрĕ Сергей Артамонов.

Грипран сыхланар-и?

Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта грипп сарăлас хăрушлăх пур. Эпидеми тапхăрĕнче грипа хирĕç иммунизацилес ĕç еплерех пыни çинчен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов каласа кăтартрĕ. Профилактика прививкисен наци календарĕпе килĕшÿллĕн республикăна 532 пин вакцина /çитĕннисем валли — 360 пин, ачасем валли — 172 пин/ илсе килмелле. Çакă республикăра пурăнакансен 43% иммунизацилеме çитет. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне аслисем валли — 48,9%, ачасем валли 50% вакцина кÿрсе килнĕ. Вĕсемпе усă курса халăхăн 16,7% иммунизациленĕ.

«Çитĕннĕ çынсен планпа палăртнин 39,7% вакцина лартнă, çав шутра — çире пур хĕрарăмсене, 60 çултан аслăраххисене, медицина тытăмĕн, вĕрентÿ организацийĕсен, транспорт, коммуналлă сфера ĕçченĕсене, студентсене, вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансене. Ачасен планпа палăртнин 37,1% вакцина тунă», — терĕ министр. Вăл авăн уйăхĕ вĕçлениччен грипа хирĕç вакцинăсен иккĕмĕш партине /50%/ илсе килессине пĕлтерчĕ. Хăйсем патĕнче ĕçлекенсен сывлăхĕшĕн тăрăшакан ертÿçĕсем пирки ырă сăмах каларĕ.