Комментари хушас

21 Авăн, 2017

Китайра чăваш ташши ташланă

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Татьяна Кучерова каникул вăхăтĕнче корея чĕлхине хăй тĕллĕн вĕренме шухăшланă. Ăна лайăхрах ăса хывас тесен çак халăх пурăнакан çĕршыва çитмеллине ăнланнă вăл. Çавăнпа пике ятарлă вĕрентÿ программипе усă курса Кăнтăр Корейăна вĕçме палăртнă. Унта кайиччен вăхăтлăх ĕç тупнă, укçа пухнă. Татьяна ют тăрăхра 3 эрне ирттернĕ, киле таврăнсан та чĕлхене малалла тĕпченĕ: репетиторпа скайп урлă çыхăнса вĕреннĕ. Пикен хăйне евĕр çул çÿревĕ пирки И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлнĕ, аслă шкул ĕçченĕсем Татьянăна Китая чĕлхе вĕренмешкĕн кайма сĕннĕ. Тÿпе айĕнчи çĕршыва халăхра Китая çапла калаççĕ] çулталăклăха кайнăскер халĕ унта магистратурăна кĕме ĕмĕтленет.

Ашшĕ-амăшĕшĕн тунсăхлать

— Китая ăнсăртран кайрăм. Унта çул тытас кăмăл çукчĕ. Манăн Кăнтăр Корейăнах каяс килетчĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран вĕренсе тухсан унти пĕр аслă шкула магистратурăна кĕме тĕллевленнĕччĕ. «Май пур чухне унпа усă курмалла», — терĕç çывăх çынсем. Атте-аннепе тĕплĕн калаçнă хыççăн Китая кайма килĕшрĕм, — каласа кăтартрĕ халĕ Гуйчжоу провинцийĕнчи Гуйян хулинчи Гуйчжоу университетĕнче вĕренекен 22-ри пике.

Кăнтăр Корейăна вĕçнĕ чухне вăл 20-ре пулнă. Татьяна ют тăрăхра пĕрремĕш хут пулнă вăхăтра шикленнине пытармарĕ. Кайран ку туйăм сĕвĕрĕлнĕ. Пике чĕлхене лайăх пĕлмен пулин те Сеул урамĕсем тăрăх пĕр хăрамасăр утнă, çухалса каясран хăраман. Ăна общежитире студентсем валли пĕтĕм услови пурри питĕ савăнтарнă. Пысăках марскерте ваннăй та, холодильник та пулнă. Анчах вĕреннĕшĕн, пурăннăшăн чылай тăкакланмалла. Сеул тĕнчери чи хаклă хуласенчен пĕри шутланать.

— Кăнтăр Корейăра нумаях пурăнмарăм — кĕсье питĕ хулăн пулмалла. Манăн аттепе аннерен укçа ыйтас килместчĕ. Ĕненетĕр-и е çук-и — Кăнтăр Корейăра пĕр эрне пурăнма çитекен укçапа Китайра 1 уйăх кун кунлама пулать. Китайра пурăнма тытăнсан хам студент пулнине туллин туйса илтĕм. Тăван тăрăхра, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн журналистика уйрăмĕнче вĕреннĕ вăхăтра, ун пек марччĕ: хама шкулта ăс пухнăн туяттăм. Ара, эпĕ — хула хĕрĕ, общежитире мар, атте-аннепе пурăннă-çке-ха. Занятисем хыççăн киле таврăнаттăм — сĕтел çинче яшка пăсланса ларать. Китайра вара пур ĕçе те хам тĕллĕн тума хăнăхрăм, — малалла калаçрĕ Татьяна. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.