Комментари хушас

21 Авăн, 2017

Трак ен каччине яваплă должноç шаннă

Шупашкар хула администрацийĕн çамрăксен тата общество аталанăвĕн пайне çĕнĕ çын ертсе пырĕ. Çак яваплă тивĕçе малашне Станислав Трофимов пурнăçлĕ. Çамрăксен унчченхи кураторĕ Эльдар Черкесов, ку должноçра чылай çул вăй хунăскер, халĕ Шупашкарти коопераци институтĕнче ĕçлет.

25 çулти Станислав хастарлăхĕпе палăрса тăрать. Чăваш Енри Çамрăксен правительствин тата Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен палатин членĕ республикăри «Хастар çамрăксен союзĕ» общество организацине ертсе пырать. Трак ен каччи — Красноармейски ял тăрăхĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн членĕ. Станислав Чăваш Енри «Çамрăк Гвардие» темиçе çул ертсе пынă. Вăл çулсеренех иртекен «МолГород» форумăн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.

Пултаруллăскер 2010 çулта Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалне юриспруденци енĕпе вĕренме кĕнĕ. 2-мĕш курсра чухнех вăл «ЭКА» вырăнти экологи организацин ертÿçин заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă, çут çанталăка сыхлас тата упрас енĕпе тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Юлашки вăхăтра Станислав Шупашкарти библиотека пĕрлешĕвĕн вулавăш ĕçĕсен директорĕн заместителĕнче вăй хунă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.