Комментари хушас

22 Авăн, 2017

Мускавсем те "Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналне вулаççĕ

"Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" литература журналне кăçалхи иккĕмĕш çур çулта Мускаври чăвашсем те çырăнса илеççĕ. Журнал редакторĕ Лидия Филиппова пĕлтернĕ тăрăх, кăларăм Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи тулли праваллă представительствине тата çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан хастар чăвашсем патне уйăхсерен çитет.

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çак кунсенче Мускавра гастрольте пулнине "Хыпар" издательство çурчĕ пĕлтерсех тăчĕ-ха. "Тăван Атăлпа" туслисем çĕршывăн тĕп хулинчи "Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕ" театра чăваш спектаклĕсене курма пырсан журналăн çĕнĕ номерĕпе сăн ÿкерĕннĕ. "Тăван чĕлхене пĕтерсен пире йăх тымарĕсем каçармĕç! Эпир тăван килтен, тăван ялтан, тăван çĕршывран аякра пурăнакансем "Тăван Атăла" чăвашла вулама пултарнишĕн савăнмаллипех савăнтăмăр!!!  Мускаври чăвашсенчен ăшă салам, çирĕп сывлăх, ăнăçу, иксĕлми телей сире, пур тăван халăха!!!  Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" - тесе çырнă "Пĕр класрисем" халăх сетĕнчи "Тăван Атăл" журналăн ушкăнĕнче Мускаври хастарсенчен пĕри, Эльвира Смелова.

Рубрика: 
Теги: