Комментари хушас

26 Авăн, 2017

Алексей Мурыгина депутат паллине пачĕç

Паян, авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче, ирхи вунă сехетре Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 12-мĕш сессийĕ уçăлчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухма пуçличчен депутатсене 17-мĕш суйлав округĕпе чăваш парламентне суйланнă Алексей Мурыгина депутат паллине пачĕç. Алексей Мурыгин хăйĕншĕн сасăланисене тав турĕ, тивĕçлипе ĕçлеме пулчĕ.

Алексей Мурыгин 1972 çулта Шупашкарта çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Промышленность тата граждан строительстви" тата "Финанспа кредит" специальноçсене илнĕ. 2014 çултанпа  "Отделфинстрой" тулли мар яваплă обществăра производство енĕпе директорта ĕçлет. Унсăр пуçне вăл Чăваш Енри Ашшĕсен канашне ертсе пырать.