Комментари хушас

2 Юпа, 2017

Пурнăç — малалла...

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн XVIII — черетсĕр — съездне пухăннисем пурнăç тавра сăмах хускатрĕç. Чăваш Енре çак юхăм йĕркеленнĕренпе кăçал тăхăр теçетке çитнине палăртса Союз çумĕнчи Ыр кăмăллăх фончĕн ертÿçи Лариса Игнатьева çак тапхăра шăпах этем ĕмĕрĕпе танлаштарчĕ.

“90 çул уçлăх анлăшĕнче хăйăр пĕрчи пысăкăш та çук паллах, — терĕ Лариса Юрьевна хĕрарăмсен общество пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май. — Анчах этемĕн пĕр ĕмĕрне яхăн çакă...”

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçин заместителĕ Нина Глотова съезда мĕншĕн васкавлă та черетсĕр ирттерме тивнин хурлăхлă сăлтавне уçăмлатрĕ. “Кам шухăшлама пултарнă хамăр ертÿçе çапла инкеклĕ çухатасса? Ольга Юрьевна чире пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнă хыççăн хуçалăх ыйтăвĕсене татса пама тăтăмăр та — заместительсен кун пек ирĕк çук иккен. Çапла вара Устава улшăну кĕртмелли палăрчĕ, ку ыйтăва вара съезд кăна татса пама пултарать...”

Аса илтеретпĕр. Хĕрарăмсен пĕрлĕхне 2009 çултанпа ертсе пынă Ольга Зайцева чĕри вăрах тата йывăр чирленĕ хыççăн çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех тапма чарăнчĕ. Пысăк çухату тÿссе ирт-терчĕ общество организацийĕ. Авăн уйăхĕнче Союз 90 çул тултарнине питех те анлăн паллă тума палăртнăччĕ — Раççей Хĕрарăмĕсен союзĕн ертÿçине Екатерина Лаховăна, çак юхăмăн ытти регионĕ-нчи хастарĕсене хăнана кĕтеттĕмĕр. Ольга Юрьевнăн ĕмĕчĕсем капашсăр пысăкчĕ. Яланхи пекех. Вĕсем пурнăçа кĕресси пирки нимĕнле иккĕленÿ те çукчĕ. Яланхи пекех. Анчах та çын палăртать те...

Союз ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма, паллах, çĕнĕ лидер кирлĕ. Çак тĕллевпе пуçтарăнчĕç те хĕрарăмсем. Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти “Химик” культура керменне 5 хулари тата 21 районти уйрăмсенчен суйланнă 225 депутатран 221-шĕ пухăнчĕ. Съезд ĕçне ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ — Шалти политика управленийĕн пуçлăхĕ Николай Каргин, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн Ыр кăмăллăх фончĕн ертÿçи Лариса Игнатьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧР Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Алексей Мурыгин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Елена Николаева, Инна Исаева тата ыттисем хутшăнчĕç.

Лариса Игнатьева Союз ĕçĕн тĕп тапхăрĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл Ольга Юрьевнăн лозунга çаврăннă сăмахĕсене аса илтерчĕ — “Пурнăçа пĕрле лайăхрах, илемлĕрех тăвар”. Çакăн патне туртăнмасть-и вара кашни хĕрарăм? Хĕрарăмсен юхăмне 90 çул тăршшĕпе çул хывса ертсе пынă ертÿçĕсене пайăррăн ырă сăмахпа аса илчĕ Лариса Юрьевна. Хĕрарăмсен 1-мĕш съезчĕ 1927 çулхи авăн уйăхĕн 23-28-мĕшĕсенче иртнĕ. Пĕрлĕхĕн пĕрремĕш канашĕн ертÿçи пулма Ольга Талляна суйланă. Вăл çак тивĕçе 10 çул пурнăçласа пынă. Тĕрлĕ çулсенче тилхепене Ефросиния Мастерова тата Ида Кочетова тытса пынă. 1997 çулта XI съездра Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи пулма Ираида Стекольщиковăна суйланă. Каярахпа пĕрлĕхе Крета Валицкая, Светлана Тимофеева, Ольга Зайцева ертсе пынă.

Юлашки çулсенчи ырă улшăнусене те Ольга Юрьевна ячĕпех çыхăнтарас килет. Калăпăр, республикăра Ашшĕсен канашĕ йĕркеленчĕ. Малтанах ăна Владимир Викторов ертсе пычĕ. Çавăн пекех республикăри хĕрарăмсен организацийĕсене йăлт пĕр йыша пуçтарса Канашран Союз пулса тăчĕ пĕрлĕх. Пĕрле — çăмăлрах. Пĕрле эпир — вăйлăрах. Салтак амăшĕсен комитечĕ, Хĕрарăм предпринимательсен ассоциацийĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи Хĕрарăмсен комитечĕ — çак пĕрлĕхсене малалла тата хăватлăрах аталанма çул уçăлчĕ. Çулне каллех Ольга Зайцева кăтартрĕ. Мĕнле майпа аталанма пултарать общество организацийĕ? Паллах, грант мелĕпе. Шăпах Ольга Юрьевна ертсе пынипе Союз темиçе хутчен те Раççей шайĕнче тĕрлĕ гранта тивĕçрĕ. “Эсĕ кирлĕ пире, тусăм”. Ку проект йĕплĕ пралук леш енчен ирĕке тухакан хĕрарăмсене çĕнĕ пурнăçа хăнăхма пулăшать. “Çемье — кашни çын пурнăçĕнче тĕп вырăнта”, “Килти килĕшÿ — çемье телейĕн чăн уççи” проектсен пĕлтерĕшĕ ячĕсенченех паллă. Çитес вунă çуллăха Раççей Президенчĕ Владимир Путин ачасене халалланă. Чăваш хĕрарăмĕсем вара пепкесен ачалăхĕ телейлĕ ирттĕр, çемье çирĕп те тăнăçлă пултăр тесе тахçанах пĕр чарăнми тăрăшаççĕ.

Ольга Юрьевнăн юлашки проекчĕ онкологипе çыхăннă — “Пурнăçшăн” ятлă вăл. Хăй те, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайиччен çур çул маларах калаçнă чухне, çаплах палăртнăччĕ. “Онкочир пирки пациента тухтăрăн мар, психологăн пĕлтермелле...” Çак тĕллеве пурнăçланă та “Пурнăçшăн” проект. Инкек йăтăнса аниччен икĕ уйăх маларах: “Мĕн тери пурăнас, мĕн тери ĕçлес килет”, — тенĕ Ольга Юрьевна. Юлашки сывлăшĕ тухичченех çутă шанăçпа пурăннă вăл, чире парăнтарма ĕмĕтленнĕ. Шел, чи çутă ĕмĕчĕ пурнăçланаймарĕ.

Пухăннисем Ольга Юрьевнăна ыррăн асăнса пĕр самант шăппăн ура çинче тăчĕç. Хĕрарăмсен союзĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçи Наталья Добрянская хăйсем сĕнÿпе тухнине, ăна влаç органĕсем ырласа йышăннине аса илтерчĕ — Ольга Зайцевăна, Çĕнĕ Шупашкар символне çаврăннăскерне, хулан “Хисеплĕ гражданинĕ” ята панă.

Пурнăç малалла. Николай Каргин хĕрарăмсен миссийĕ хисеплĕ кăна мар, яваплă та иккенне аса илтернĕ май съезда Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн салам сăмахĕсене илсе çитерчĕ. Алексей Мурыгин хĕрарăмсем паян арçынсенчен “чăнкăрах” иккенне йышăнчĕ.

Инна Исаева сĕннĕ, Крета Валицкая мухтанă, Лариса Игнатьева хирĕçлемен хыççăн малашне Союз ĕçне ертсе пымашкăн съезд пĕр саслăн Алевтина Федоровăна, ЧР вĕрентÿ министрĕн заместительне, суйларĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.