Комментари хушас

30 Ака, 2014

Пухмач куллен пуянланать

"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон пуçланнăранпа виçĕ уйăх хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта унăн пухмачне пуянлатмашкăн вун-вун предприяти, уйрăм çын хутшăнчĕ. Сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен пултаруллă çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармашкăн, сусăр ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене сиплемешкĕн Чăваш Енĕн хастарĕсем - граждансем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем - пĕрлехи вăйпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 7569881,09 тенкĕ пухнă.

Сăмах май, асăннă марафон республикăра кăçалхипе вун саккăрмĕш хут иртет. Çак тапхăрта Чăваш хутлăхĕн ăш пиллĕ çыннисем Ача-пăча фондне йышлă тата сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсене хÿтĕлемешкĕн, медицинăн çĕнĕ йышши оборудованине туянмашкăн, пултаруллă çамрăксене, ача-пăча коллективĕсене республика тулашĕнче ирттерекен конкурс-фестивале кайса килмешкĕн, талантлă çамрăксене стипенди тÿлемешкĕн пĕрлехи вăйпа укçа пухса панă. Малашне те çаплах пулĕ.

Халĕ те авă Шупашкарсем /хула, 2119899,46 тенкĕ/, Кÿкеçсем /Шупашкар районĕ,1063134,00/, Вăрнарсем /481516,00/, Пăрачкавсем /345606,91/, Çĕнĕ Шупашкарсем /343245,16/, Красноармейскисем /321508,00/, Улатăрсем /300480,62/, Патăрьелсем /283555,00/ уйрăмах пуçаруллă пулнине палăртмалла, Елчĕксен /224460,00/, Хĕрлĕ Чутайсен /218452,00/, Шăмăршăсен / 214230,00/ тата ытти районăн тÿпи те курăмлă. Тĕрĕссипе, ыр кăмăллăх пухмачне кашнийĕ хăй пултарнă таран пуянлатать вĕт: хăшĕ - 100 пинлĕх, тепри - 100 тенкĕлĕх. Пĕлтерĕшĕ кам мĕн чухлĕ хывнинче мар, ырă тумашкăн ăнтăлнинче, çакна вара пус-тенкĕпе хаклаймăн.

Йывăр шăпаллă ачасен пурнăçне çăмăллатмашкăн хутшăнакансен йышĕ ÿссех, сăваплă акци пухмачĕ пуянлансах пырать. Çакăнта Шупашкар хулин Мускав районĕнчи предприяти-организацин, уйрăм граждансен тÿпи те пур. Тĕслĕхрен, ака уйăхĕнче кăна "София" медицина центрĕ" ООО - 50 пин, П.Н.Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш хула больници - 31 пин, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ -11,105 пин, оперăпа балет театрĕ - 3,6 пин, Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищи 2,2 пин тенкĕ хывнă.

Аса илтеретпĕр, марафон кăçалхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче вăй илнĕ. Ăна официаллă йĕркепе уçнă чухне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачалăх ыйтăвĕсем тĕлĕшпе общественноç тимлĕрех пулнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ, Культура çулталăкĕнче марафон пухмачĕ тата пуянрах пуласса, ентешсем ырă ĕçсемпе савăнтарасса шаннине пĕлтерчĕ. Чăннипех çапла пултăрччĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр çитĕнекен, патшалăх учрежденийĕсенче пурăнакан, сусăр, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене хÿтĕлесси - пирĕн тивĕç.

Социаллă тата медицина пулăшăвĕ кĕтекен çул çитмен çамрăксене пулăшмашкăн укçа-тенкĕ пухасси малалла пырать. "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" акцие кашниех хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Чăваш çĕрĕ ырăлăхпа яланах палăрса тăнă. Апла тăк айтăр-ха ку хутĕнче те хамăр чун ăшшине хÿтлĕхсĕррисене пулăшмашкăн ярар - вĕсене савăнăçпа телей парнелер. Çапла тумашкăн "Раççей ача-пăча фончĕн" регион уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт/ пымалла е /8352/ 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла.

Марафон шучĕпе укçана общество организацийĕн счечĕ çине куçарма юрать. Кăçал унăн пухмачне СМС ярса пуянлатма пулать.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем, чăваш халăх хаçачĕн тусĕсем, эсир те сăваплă юхăма пуçаруллă хутшăнасса шанса "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕн реквизичĕсене аса илтеретпĕр:

ЧРО ООБФ "Российский детский фонд"

ИНН 2128005408/КПП 213001001

Р/с 40703810075220160067 в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары

БИК 049706609, кор/с 30101810300000000609

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.