Комментари хушас

5 Юпа, 2017

«Ача чухнехи икĕ ĕмĕтĕм те пурнăçланчĕ»

Вулакансем ыйтнипе рубрика тĕпелне Валентина МИХАЙЛОВА диктора, юрăçа чĕнес терĕмĕр. Кăн-кăвак куçлă чиперкке куракансем ыйтнипе «Юратнăран» кăларăм урлă вĕсен тăванĕсене, тусĕ-пĕлĕшне чылай çул ĕнтĕ çуралнă кунпа, паллă ытти пулăмпа саламлать, сцена çинче концертсене ертсе пырать, çепĕç сассипе юрăсем шăрантарса халăха савăнтарать. 18-ти пекех илĕртÿллĕскер ăшă кăмăлĕпе куракана сенкер экран патне кăчăк туртать. Валентина Михайлова тăрăшулăхне кура ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ.

Ĕçтешĕ диктора кайма сĕннĕ

— «Юратнăран» кăларăмăн вăй-хăвачĕ, чăн та, иксĕлми. Килĕшетĕн пулĕ?

— Тĕрĕсех. Çынсем мана çак кăларăм урлă пĕлекен пулчĕç. «Юратнăран» — чăвашсем кăмăллакан кăларăм. Ăна пăхакансен шучĕ те çук!

— Чăвашсем мĕншĕн кăмăллаççĕ-ха ăна?

— Эпир кулленхи пурнăçра пĕр-пĕрне çепĕç те ытарлă сăмахсем калама вăтанатпăр, тен, шикленетпĕр те пулĕ. Чылайăшне, тен, вĕрентмен те. Атте-анне ĕçленĕ. Вăхăтне сахалрах уйăрнăран хамăр тĕллĕн çитĕннĕ. Апла пулин те çывăх çынсен ĕçченлĕхне курса, вĕсенчен тĕслĕх илсе ÿснĕ. Ирхине ыйхăран вăранса куçа уçиччен анне мана тимлĕн сăнанине, унăн хÿхĕм куллине туяттăм. Куçа уçса яраттăм та… чăнах та анне ман çине ачашшăн тинкерсе кулнине курсан шалта ырă-ырă пулатчĕ. «Юратнăран» кăларăм вара калас килекен сăмахсене телекурав урлă çитерме май парать. Вĕсене саламлакансем ман урлă калаççĕ, çавăнпа туйăмĕсене манăн уçса памалла: çепĕç саспа, интонаципе…

— Çырусене чĕре витĕр кăларма тивет-тĕр.

— Çапла. Çырусене вуланă чухне хама çемьен пĕр пайĕ пек туятăп. Сăн ÿкерчĕксене пăхнă чухне вара çак çынсем мĕнлерех пулнине куратăп. Хăш-пĕр чухне çырăва редактор куçĕпе тишкерсе малтан пуçласа вĕçне çитиччен, тĕп шухăшне хăварса, тÿрлетме тивет. Пытармастăп: хамăн шалти туйăмсене шанса калăплатăп вĕсене. Итлекене тав, хирĕçлесе пĕр çыру та килмерĕ. Апла пулсан саламлакансене тивĕçтерме пултартăм.

— Илемлĕ куллупа, сассупа, камера умĕнче хăвна тытма пĕлнипе хăвăн патна туртатăн. Ĕçе кĕриччен конкурс витĕр тухма çăмăлах пулмарĕ ахăртнех.

— 1993 çулта телекурава диктор кирлĕ текен пĕлтерĕве телевизорпа илтрĕм. Ун чухне Шупашкарти 53-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентеттĕм. Канашри педагогика училищи хыççăн Вăрмарти 1-мĕш шкулта ĕçлерĕм. Музыка вĕрентекенĕ Вениамин Быков пĕрмай: «Валя, сассу çепĕç, диктора каймалла санăн», — тетчĕ. Вăл çапла калани мана телекурав енне çавăрчĕ. Конкурс кунхине пÿлĕмсенче, коридорта лăк тулли çынччĕ. «Мана асăрхамасан та пултараççĕ», — шухăшларăм ун чухне. Телекурав маншăн çăлтăр евĕр пулнă. Мана алла хаçат тыттарчĕç: «Вула!» Хăраса ÿкрĕм. Кашни кун урок ирттеретĕп вĕт-ха! Ачасене темăна ăнлантарнă евĕр текста васкамасăр вуларăм. Тепĕр тапхăра чĕнчĕç. Чунра шанчăк çуралчĕ. 3 тапхăр витĕр тухнă пĕр хĕрарăмпа мана ĕç шанса камера умне лартрĕç. Тепĕр уйăхран ĕçе илчĕç.

— Диктора ятарласа вĕренмен пулсан та комиссие тивĕçтерейнĕ эсĕ. Диктор журналистран еплерех пахалăхсемпе уйрăлса тăнине ăнлантарсам.

— Диктор пуканне йышăнакансен чи малтан сăмахсене питĕ уçăмлăн, илемлĕ тембрпа, кирлĕ шухăша тĕплĕн палăртса вуламалла. Паллах, дикторăн сăнран илемлĕ курăнмалла. Çапах чи пĕлтерĕшли — чун ăшăлăхĕ. Куракана улталаймастăн. Паян диктор профессине пăрахăçланă. Халĕ кăларăм ертсе пыраканĕ шутланатăп. Юлашки 7 çул Чăваш радиовĕнче вăй хуратăп. «Юратнăрана» ертсе пыма манах ыйтрĕç. Ĕçĕ килĕшнĕрен хирĕçлеймерĕм.

«Валентина Михайлова телекурава пула чапа тухрĕ», — тени хăлхана кĕнĕччĕ. Çапла калани сана халĕ кÿрентермерĕ-и?

— Пачах та! Телекурав ят тунă чухне питĕ пулăшать. Çапах хама пысăк юрăç пек хакламастăп. Паллах, ача чухне юрланă, ку ерипен чун киленĕçне çаврăннă. «Унăн ятарлă музыка пĕлĕвĕ çук», — çурăм хыçĕнче çапла калаçнине илткеленĕ. Канашри педучилищĕре ăс пухнă чухне пире музыка енĕпе те ĕçлеме вĕрентнĕ. 4 çул алăран баян каймарĕ. Хор урокĕсем пурччĕ, музыка урокĕсенче сасă лартма, тĕрĕс юрлама вĕрентетчĕç. Кашни семестрта ку енĕпе экзамен тыттаратчĕç.

Автограф илнĕ хыççăн юрату çуралнă

Вячеслав Александровпа пĕрле юрланăран чылайăшĕ вăл санăн мăшăру тесе шухăшлать.

— Кун пирки концертсенче ыйтни те пулнă. Шÿтлетĕп: «Эпир, чăнах та мăшăр». Унтан кăшт тăхтанă хыççăн: «Мар», — тетĕп. «Мăшăр» сăмах хыççăн залри халăх алă çупать, «мар» хыççăн вара хаваслă кулать.

Сире мĕн çыхăнтарать-ши? Пĕрле юрлас текенсем тата пур-çке!

— Славăпа пĕр районтан эпĕ. Хăй йĕркеленĕ концерта ертсе пыма йыхравласан туслашрăмăр. Халĕ çемьесемпе туслă пурăнатпăр, уявсенче пĕр сĕтел хушшине ларатпăр, пĕр-пĕрне тĕрлĕ сĕнÿпе хавхалантаратпăр. Ытларах Слава кĕвĕленĕ юрăсене шăрантаратпăр. Унăн кĕввисем хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Чунĕ пуян, ырă, яланах пулăшма хатĕр.

— Юрă суйланă чухне камăн сăмахĕ витĕмлĕрех?

— Калаçсан-калаçсан пĕр шухăш патне çитетпĕр. Пирĕн репертуарта 20 ытла юрă. Чи пĕрремĕшĕ — Валентина Тарават сăввипе хайланă «Аннеçĕм кĕтет пуль пире». Клип та хатĕрлерĕмĕр. Çав кун тÿпе çумăрпа пĕрле çĕр çине йăтăнса анатчĕ тейĕн. Пирĕншĕн ку тата аванрах пулчĕ, оператора илемлĕ кадрсем тума май туса пачĕ. Чÿрече тăрăх юхакан тумламсем пирĕн чĕререн сăрхăнса юхакан куççуль тейĕн. Çак клипа «Юратнăран» кăларăмра час-часах ыйтаççĕ.

«Ман санпа пулас килет» юрă та сарăлчĕ. Ăна шăрантарнă чухне куçу умне мĕнлерех арçын тухса тăрать-ха?

— Сăмахĕсене «Юрату.ру» ушкăн ертÿçи Роза Беляева çырса пачĕ. Унпа Канашри педучилищĕре пĕр ушкăнра вĕреннĕ эпĕ. Халĕ те килĕштерсе ĕçлетпĕр. Сăвă никĕсĕнче — манăн туйăмсем. Паллах, куçăм умне мăшăрăм тухса тăрать. Çак сăвва çырнă чухне эпир тин пĕрлешнĕччĕ.

— Упăшкупа телекуравра паллашни пирки хаçатра вуланăччĕ.

— Турă çырни алăк умнех килчĕ. Ведомствăри мар хуралта ĕçлет вăл. Темиçе çул каялла çĕршывра террор алхасма пуçласан республикăра хăрушсăрлăха вăйлатас енĕпе çивĕч ĕçлерĕç. Ĕçре кашни кун вахтерпа пĕрле милиционерсем ылмашăнса ларчĕç. Пулас мăшăрăн черечĕ çитсен хайхискер манран автограф ыйтрĕ. Хут çине ăшă сăмахсем çырса алă пусрăм. Вăл паянхи кун та çемье альбомĕнче упранать. Паллашнă хыççăн пĕр уйăхран шăнкăравларĕ те: «Сирĕнпе тĕл пулма юрать-ши?» — тесе ыйтрĕ. Кулса ятăм, «Эсĕ çамрăк-çке», — терĕм. «Çамрăках мар ĕнтĕ, 30 çулта», — хуравларĕ. Ăшра шухăшларăм: «Эпĕ миçерине пĕлет-ши?» Тĕл пулма килĕшрĕм. Пирĕн хушăри темиçе çул уйрăмлăхĕ çемье çавăрма чăрмантармарĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.