Комментари хушас

16 Юпа, 2017

Ивановсем çĕнĕ хваттере куçасшăн мар

Шупашкарти Юлиус Фучик урамĕнчи 54-мĕш çурт çул хĕрринче тăлăххăн курăнса ларать. Йĕри-тавра кантăк ванчăкĕ сапаланса выртать. Çак вырăнтан çынсем пăрăнса иртеççĕ. Кăçал патшалăх программипе килĕшÿллĕн кивĕ çуртри çынсене урăх çĕре — çĕнĕ хваттерсене — куçарнă. Вĕсем, ахăртнех, унта хăйсене хăтлă туяççĕ. Анчах çак çуртри икĕ хваттерте çаплипех çутă сÿнмен. Вĕсенчен пĕринче Роза Иванова хăйĕн мăнукĕсемпе пурăнать. Ăна Шупашкарти Соляное тăкăрлăкĕнче хваттер панă. Анчах вăл унта тĕпленме килĕшмест. Мĕншĕн судран суда чупать-ха хĕрарăм?

Роза Иванова Элĕк районĕнче 8 ачаллă çемьере çуралнă. «Нушаллă çитĕннĕ», — тет ачалăхĕ пирки сăмах пуçарсан. Пĕве кĕрсен амăшне пулăшма сысна фермине çÿренĕ, ашшĕпе пĕрле вăрман каснă вăл. Шупашкара килсен пахча çимĕç базине грузчике вырнаçнă. Кайран склад пуçлăхĕнче ĕçленĕ вăхăтра та йывăр ещĕксем йăтнă вăй питти хĕрарăм.

Мăшăрĕ 40 çул тултарсан шăпах хăйĕн çуралнă кунĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Общежитири пÿлĕмрех чунĕ тухнă унăн. Ун чухне 1-мĕш класра вĕренекен Кольăпа, пиллĕкри Таньăпа, иккĕри Васьăпа юлнă вăл. Кăштахран аслă ывăлне çул çинче машина çапса хăварнă. Юрать-ха хытах суранланман тĕпренчĕкĕ. Çакăн хыççăн ачисене Етĕрне районĕнчи Урташри хунямăшĕ патне леçнĕ хĕрарăм. Николайпа Василий Килтĕш шкулĕнче вĕреннĕ.

Роза Владимировна хăйĕн мăнукĕсемшĕн чун ăшшине шеллемен. 87 çула çитнĕскер çаплипех вĕсене сĕнÿ-канашпа пулăшать. Роза Павловнăн хĕрĕ Татьяна психика чирĕпе аптăрать. Апла пулин те икĕ ача çуратнă вăл. Асли Станислав сусăр ачасен ятарлă шкулĕнче вĕренет. Кĕçĕнни Анжела та коррекци садикне çÿрет. Чирлĕ амăшне ачисене пăхма ирĕк паманран Станиславпа Анжелăна кукамăшĕ опекăна илнĕ.

Роза Павловна каланă тăрăх, Фучик урамĕнчи 54-мĕш çуртри пĕрремĕш хутра тахçан малтан ача-пăча больници вырнаçнă. Кайран çакăнта çынсем пурăнма пуçланă. Ивановсене 2000 çулта хваттер çăрине панă.

...Кукамăшĕ мăнукĕсене 7 сехет çитичченех килтен илсе тухать. Малтан Анжелăна кăнтăр хĕвел анăç районĕнчи садике леçмелле, унтан Станислава çĕнĕ кăнтăр районĕнчи шкула ăсатмалла унăн. Роза Павловна мăнукĕсен пĕчĕк çитĕнĕвĕсемшĕн чунран хĕпĕртет. Тĕслĕхрен, Анжела сас паллисене асра тытни, ташлама вĕренни хăпартлантарать ăна.

Хĕрарăм пĕлтĕрех, çак çуртри çынсене Соляное микрорайона куçарасса пĕлсенех, Шупашкар район администрацине куççуль витĕр çыру çырма пуçланă. Ятарлă шкулта тата садикре пĕлÿ илекен мăнукĕсене инçе çÿреме йывăррине ăнлантарнă, хваттер çывăхарах уйăрса пама ыйтнă. Роза Иванова каланă тăрăх, çакăнта 3 пÿлĕмлĕ хваттерсенче пурăнакансем валлиех Эгер бульварĕнчи çуртра вырăн тупăннă. Унта вырнаçсан Ивановсене Хусанкай урамĕнчи шкула çÿреме меллĕ пулĕччĕ.

Шупашкар администрацийĕ Ивановсене Фучик урамĕнчи 54-мĕш çуртран тата регистрацирен кăларас тĕллевпе суда панă. Ленин район сучĕ ачасен интересĕсене хÿтĕлессине тĕп вырăна хурса унăн тавăçне хирĕçленĕ. Анчах хула администрацине тивĕçтермен çакă. Çавăнпах ĕçе Аслă суд тепĕр хут пăхса тухнă. Хальхинче судья Роза, Николай, Василий, Татьяна, Светлана, Анжела, Роман, Станислав Ивановсене Фучик урамĕнчен Соляное тăкăрлăкне куçарма йышăну кăларнă. Хваттерсене пушатма пуçласан ку çурта килсĕр çынсем иленнĕ. Çавăнпах подъезд алăкне шалтан çăрапах питĕреççĕ. Пĕрремĕш хутра пурăнакан Ивановсен чÿречисем тимĕр решеткеллĕ. Пÿлĕмсенчи ăшă батарейисене сÿтнĕ. Халĕ хваттере газ плитипе ăшăтаççĕ. «Çывăрнă вăхăтра çурта чĕртсе çунтарасран шикленетĕп, çавăнпах тăвансем патĕнче çĕр каçатпăр. Вĕсемпе калаçса чуна йăпататăп. Хаклă япаласене тахçанах гаража куçарнă. Хваттерте чи кирлĕ хатĕр-хĕтĕре кăна хăварнă», — каласа кăтартать Роза Павловна.

«Çемьери лару-тăрăва шута илменнине, пирĕнпе мĕншĕн çавнашкал тискер хăтланнине ăнланмастăп. Эпир саккун тăрăх хваттере тивĕç. Эпĕ çăмăллăх та, пысăкрах лаптăклă хваттер те /сăмах май, нумай ачаллă амăшĕ пулнине, Ленин район администрацийĕнче пурăнмалли кĕтес илмешкĕн 30 çул ытла черетре тăнине палăртса хăварас килет/ ыйтмастăп, лавкка, больница, шкул, ача сачĕ пур микрорайона кăна куçарма тархаслатăп. Кивĕ хваттерсенче пурăнакансем валли «Богданка» микрорайонта çĕнĕ çуртсем хăпартаççĕ. Пирĕн çемье валли мĕншĕн çавăнта вырăн тупăнманнине те тĕшмĕртейместĕп», — Роза Иванова Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Ленин район администрацийĕн пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Андреев ячĕпе хальтерех çырнă çырура çакнашкал йĕркесем пур.

Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.