Комментари хушас

16 Юпа, 2017

Кивĕ çуртран - васкаса та йÿнĕпе

Ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна та сÿтсе яврĕç. 2013-2017 çулсем валли палăртнă çак программа вĕçленнĕ темелле. Çак кунсенче юлашки çуртсем хваттерсен хуçисене йышăнаççĕ. Строительство министрĕ программăн виçĕ тапхăрне пурнăçланă май кивĕ 841 çуртран 9,5 пин çынна куçарнине çирĕплетрĕ. Халь тăваттăмĕш тапхăр та вĕçленсе пырать.

Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков вара сăмах илсех республика прокурорĕн канашлăва хутшăннă заместителĕнчен Александр Григорьевран строительсен хутне кĕме ыйтрĕ. Алексей Олегович палăртнă тăрăх, программăн тăваттăмĕш тапхăрне пурнăçласси пушшех йывăра килнĕ. Шупашкарта малтанхи виçĕ тапхăрта — темиçе çулта — 1,2 пин ытла çынна кивĕ çуртсенче куçарнă, юлашки тапхăрта вара — çур çулта пине яхăн çынна. Çавна май нумай хваттерлĕ çуртсене кăçал пысăк хăвăртлăхпа çĕклеме тивнĕ. Нормăпа килĕшÿллĕн çулталăк та икĕ уйăхран кая мар кирлĕ, программăна хутшăннă строительство компанийĕсем вара кăçал çуркунне кăна никĕс янă, кĕркунне хваттерсене хатĕрлесе çитернĕ.

Тепĕр енчен, строительство хакĕпе çыхăннă чăрмавсем те пулнă. Сити-менеджер палăртнă тăрăх, юлашки тапхăрта хаксем хăпарни пушшех ура хунă. ЖКХна реформăлама пулăшакан фонд кашни тăваткал метр валли 29 тенкĕ уйăрнă, ку укçапа рынокра хваттерсем туянаймăн - унта тăваткал метр 40 пин тенкĕрен кая мар. Çавăнпа тĕп хула влаçĕсен çĕнĕ çуртсем проектлама, вĕсене йÿнĕпе тумашкăн хутшăнма строительство организацийĕсене ÿкĕте кĕртме тивнĕ. Вĕсем хăйсене ирĕксĕрлесе тенĕ пек килĕшнĕ. Çак условисенче, паллах, вăл е ку ĕçсене вăхăтра пурнăçламаннипе çыхăннă самантсем те пулма пултарнă. Çавăнпа, сити-менеджер калашле, "хăшĕсем паян хăйсене явап тыттарасран шикленеççĕ". Александр Григорьев лăплантарчĕ: прокуратура явап тыттармаллах текен тĕллев лартман...

Канашлăва ертсе пынă Иван Моторин ку темăна пĕтĕмлетнĕ май халь пушаннă кивĕ çуртсене пăсас ыйтусене вăраха ямасăр татса памалли пирки асăрхаттарчĕ. Вăл программа вĕçленнĕ май федераци влаçĕсем çакнашкал çĕнĕ программа йышăнасса шанать, чăн та, унăн механизмĕсем урăхларах пулаççĕ-тĕр. Республика граждансене юхăннă çуртсенчен куçарас ĕçсене ăнăçлă пурнăçланине кура ЖКХна реформăламалли фонд Чăваш Ене преми парса хавхалантарас шанăç та пур.

Теги: