Комментари хушас

2 Чÿк, 2017

Яла пăрахса каяймасть

Водителе ĕлĕкренех хисепленĕ, ялта питĕ кирлĕ çын шутланнă. Мĕн те пулин турттармалла-и, леçмелле-и — тÿрех кам патне чупатăн? Çапла, шофер патне. Халĕ, килĕрен тенĕ пекех машина-трактор пулнă май ялти пурнăç çăмăлланчĕ. Çак професси çыннисем питĕ кирлине кулленех туятпăр.

Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕше кайнă чухне уйра трактор сухаланине куртăмăр. Унпа Сергей Никитин кĕрхи çĕртмене тухнă. Эпир редакци машинине чарсах унпа калаçрăмăр.

Кÿстÿмĕрте пурăнакан Сергей 8 çул ĕнтĕ ял хуçалăхĕнче тăрăшать. «Шалу аванах-и?» — кăсăклантăмăр эпир. «Выçă хăвармаççĕ, тÿлеççĕ», — хуравларĕ вăл. 33-ри çамрăк арçын ял пурнăçне килĕштернине пытармарĕ. Авлансан та тăван киле, ашшĕ-амăшне пăрахман.

Сергей çулталăк каялла кăна-ха Комсомольски пикипе çемье çавăрнă. Мăшăрĕ Шупашкарта ĕçлет, канмалли кунсенче кăна яла килет. Сергей уншăн тунсăхлать. Ветеринар специальноçне илнĕ арăмĕ валли кунтах ĕç тупăнасса шанать. «Вырăнĕ пур та пулĕ, шырамалла. Мана та хула илĕртет тен. Анчах ял хуçалăхĕнче кам вăй хурĕ? Пăрахса каяймастăп. Ахаль те кунта тракторист, шофер, агроном çитмеççĕ», — терĕ çамрăк специалист. Çанталăк пăсăличчен вăл уя сухаласа пĕтересшĕн. Çуркунне те, çулла та тĕттĕм пулмасăр та киле таврăнмасть. Кăçал Сергей пĕрремĕш хутчен тырă вырнă, комбайнер пулăшуçи пулнă. Штурвал умĕнче ларма ăна питĕ килĕшнĕ.

— Эсир 30-тан иртсен кăна авланнă. Тиркерĕр-им хĕрсене? — тăсăлчĕ пирĕн калаçу.

— Ара, «мазутниксене» кам юраттăр? Юрĕ-ха, манăн халап çапма вăхăт çук, ĕçлемелле, — терĕ те кăвак куçĕпе пĕр тĕслĕ тракторĕ патнелле утрĕ...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.