Комментари хушас

2 Чÿк, 2017

Чăваш ачисем — фестивальте

Крым Республикинчи Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче çак кунсенче шкул ачисен хушшинче Пĕтĕм Раççейри ГТО физкультурăпа спорт комплексĕн çуллахи фестивалĕ иртет. Ăна РФ Спорт тата РФ Вĕрентÿпе наука министерствисем йĕркелеççĕ. Фестивале Раççей регионĕсенчи 85 команда хутшăнать. ГТО фестивалĕн программин зачечĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 85 регион йышĕнче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Фестивальте пирĕн республикăна Çĕрпÿ, Улатăр хулисенчи, Кÿкеç поселокĕнчи, Патăрьел салинчи 11-15 çулсенчи ГТО комплексĕн ылтăн паллăллă 8 отличникĕ хÿтĕлет. Ачасем спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тупăшаççĕ: 60, 1500, 2000 метра чупасси, сикесси, пневматика винтовкинчен пересси, шывра ишесси… 680 шкул ачи хушшинче маттурлăхне кăтартса Улатăр хĕрĕ 3-мĕш вырăн йышăннă. Каччăсен йышĕнче Даниил Павлов «бронзăна» тивĕçнĕ.

Вĕсене тата ăс-тăн шайне аталантаракан вĕренÿ программи кĕтет. Унсăр пуçне шкул ачисем Раççейĕн паллă спортсменĕсемпе тĕл пулаççĕ. Фестиваль чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче вĕçленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.