Комментари хушас

8 Чÿк, 2017

Вăйлисем баскетболла выляççĕ

«Шупашкар-Арена» пăр керменĕ баскетболистсен тĕп лапамĕ пулса тăчĕ. Ĕнер унта «Шупашкар хурчкисемпе» Екатеринбургри «Уралмаш» команда вăй виçрĕç.

Ăмăрту яланхи пекех питĕ хĕрÿ иртрĕ. Пĕрремĕш матчра хăнасем малта пычĕç, иккĕмĕш тапхăрта Чăваш Ен баскетболисчĕсем вĕсене хуса çитрĕç. Пысăк тăхтав хыççăн пирĕннисем каллех кая юлчĕç пулин те юлашки матчра Урал тăрăхĕн хастарĕсене парăнтарма вăй çитерчĕç. Тĕлпулу 78:73 шутпа вĕçленчĕ. Ку ăмăртура Евгений Богдан /Çĕнĕ Шупашкар/, Павел Жуканенко тата Глеб Бейгельзимер уйрăмах палăрчĕç. Юпа уйăхĕнче старт илнĕ чемпионатра пирĕн команда «Б» ушкăнра турнирăн тăваттăмĕш картлашки çине çĕкленнĕ. Вăл пĕр тупăшура та выляса яман. Унччен Мускаври «Руна-Баскет» тата Алтай крайĕнчи «Алтай-Баскет» командăсемпе вăй виçнĕ.

Баскетболистсен тупăшăвне курма ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пычĕ. «Питĕ кăсăклă тупăшу. Командăсем аван хатĕрленнĕ. Иккĕшĕ те вăйлă. Ушкăнпа кĕрешекенсен ăмăртăвне килĕштеретĕп эпĕ. Вăл коллектива пĕтĕçтерет, уйрăм çынсене спортпа туслă пулма хавхалантарать», — терĕ Михаил Васильевич профессионаллă спорта аталантарас тĕллевпе пысăк ĕçсем тунине палăртса.

 

Рубрика: