Комментари хушас

10 Чÿк, 2017

Тырра йÿнĕллех сутатпăр. Шел...

Вырма пынă уйăхсенче редакци ертÿлĕхĕн хушăвне пурнăçласа чылай аграрипе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Уй-хир ĕçĕсене еплерех йĕркелени çинчен каласа панипе пĕрлех çĕнĕ тырра йÿнĕлле сутма тивнине пăшăрханса пĕлтерчĕç.

ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» хысна учрежденийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх — ре-спубликăри элеваторсем кăçалхи çурла тата авăн уйăхĕсенче çулталăк каяллахи палăртнă хушăринчен ăна самай йÿнĕрех хакпа йышăннă. Çак цифрăсене тишкерер-ха. Пирĕн ял çыннисем 2016 çулхи çурла уйăхĕнче 3-мĕш класлă туллăн кашни тоннине вăтамран — 9900 /кун пек хак 2010 çулран пуçласа пĕрре те пулман/, 4-мĕш класлине — 7800, фуражлăх тулла — 6850, «А» ушкăнри ыраша 6300 тенкĕлле сутнă. Вĕсен çулталăкран 8556, 6980, 5400 тата 6040 тенкĕлле çеç вырнаçтарма тиврĕ.

Пирĕн элеваторсем пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче 3-мĕш класлă тулла — 10125 /çак хак та иртнĕ çулсемшĕн чи пысăкки/, 4-мĕш класлине — 7875, фуражлăх тулла — 6887,5, «А» ушкăнри ыраша 6000 тенкĕлле туяннă. Кăçалхи асăннă уйăхра — 7750, 5750, 4767 тата 5100 тенкĕ кăна тÿленĕ.

Пĕрчĕри нÿрĕк хисепĕ 14 процентран пысăкрах пулсан тата тырăри çÿпĕлĕх хисепне палăртса сутлăх хака татах пĕчĕклетнине ял хуçалăх ертÿçисем пĕлеççĕ ĕнтĕ. <...>

Кăнтăрти регионсем чикĕ леш енне тырă нумай сутнăран çурла уйăхĕнче сутлăх хака питех чакарман, вăл авăн уйăхĕнчен хăпарма тытăннă. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен 3-мĕш класлă тулла — 10706, 4-мĕш класлине 9550 тенкĕлле ăсатнă.

Ертÿçĕсене халĕ сутлăх хак çывăх вăхăтра мĕнле пуласси шухăшлаттарать. Хуçалăхсем хăйсен транспорчĕпе элеватора çитерсен «Чувашхлебопродукт» юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 3-мĕш класлă тулла /клейковина 26-23%/ — 8200- 6500, 4-мĕш класлине — 4700, 5-мĕш класлă тулла — 4500, авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа ыраша 5000- 4600 тенкĕлле /НДСпа пĕрле/ йышăнать. Хаксем ЧР Апат-çимĕç фончĕн те çавах, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчи кăтартуран чылай пĕчĕкрех. Тулли верси...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.