Комментари хушас

Эсир хăвăрăн ĕçе уçас тетĕр-и, анчах мĕнрен пуçламаллине пĕлместĕр-и? Хăйĕн бизнесне аталантарас текенсене сĕнÿ-канаш тĕлĕшĕнчен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ (кĕскен ПППП) пулăшма пултарать.

Умне çакăн пек тĕллев лартнисен Пĕрлехи портала кĕрсе «Хăвăн ĕçне мĕнле уçмалла» пая шыраса тупмалла. Унта кĕрсен бизнес мелне /формине/ суйласа илмелле: уйрăм предприниматель, хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, тулли мар яваплă общество, акционерсен обществи, предпринимательлĕхĕн ытти форми /РФ Граждан кодексĕпе килĕшÿллĕн/.

Акă ХФХнах илер. «Хресчен /фермер/ хуçалăхĕ /ХФХ/ ял хуçалăх ĕçĕсене пĕрлепурнăçласа пыракан граждансен пĕрлешĕвĕ çинче никĕсленет. ХФХна юридици сăпатне туса хумасăрах регистрацилеççĕ, урăхла каласан унăн хуçи уйрăм çын пулса тăрать. Çапах РФ Граждан кодексĕн 86.1 статйипе килĕшÿллĕн ХФХ членĕсен хăйсем хутшăнса тата пурлăх тĕлĕшĕнчен тÿпе хывса юридици сăпачĕ туса хума ирĕк пур», — ăнлантарнă порталта.

Хресчен-фермер хуçалăхĕ пирки мĕн пĕлмелле-ха? Асăннă темăра ХФХн лайăх енĕсем пирки тĕплĕн ăнлантарса панă. Çак çула суйлакансене патшалăх мĕнле программăсемпе килĕшÿллĕн е налук çăмăллăхĕсем парса пулăшнине те уçăмлатнă унта. Вĕсем субсидисемпе грантсене тивĕçме пултарни çинчен те сăмах пуçарнă. «Уйрăм предпринимательпе танлаштарсан КФХ пуçлăхĕн хуçалăхран юридици сăпачĕ туса хурасси пирки заявлени пама юрать», — тенĕ унтах. Малалла вулас...

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн укерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.