Комментари хушас

14 Чÿк, 2017

Монополипе кĕрешекенсем ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Енри Монополипе кĕрешекен служба явап тытаракан органтан асăрхаттаракан тытăма куçмалли çул-йĕрпе çирĕп утать. Кун пирки управлени ертÿçи Вячеслав Борисов ведомствăн 9 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май пĕлтерчĕ.

Федерацин Монополипе кĕрешекен службин Чăваш Республикинчи управленийĕ çулталăк пуçланнăранпа йышăннă ыйтусен пысăк пайĕ, Вячеслав Борисов пĕлтернĕ тăрăх, влаç органĕсен представителĕсем йĕркене пăсни çинчен пĕлтернипе çыхăннă. Çавăн пекех управление монополитсен ĕçĕ-хĕлĕпе, сывă конкуренци йăли-йĕркине пăхăнман тĕслĕхсемпе çыхăннă заявленисем килнĕ. Кăçалхи 9 уйăхра 646 заявлени йышăнса пăхса тухнă, 56 ĕç пуçарнă, 86 асăрхаттару хатĕрленĕ.

Çак тĕслĕхсенчен уйрăмах курăмлисен шутĕнче ведомство ертÿçи йăлари каяшсене пухмалли йĕрке тивĕçтерменнипе, эвакуаторсемпе эвакуациленĕ машинăсене лартмалли вырăна палăртнă чухне конкурс ирттерессине пăхăнманнипе, пассажирсене турттаракан рынокри çитменлĕхсемпе çыхăннă ĕçсене палăртрĕ. «Яваплă органсене çак çитменлĕхсене пĕтермелли çинчен асăрхаттарнă. Вĕсем пире ăнланни сисĕнет», — терĕ Вячеслав Борисов.