Комментари хушас

17 Чÿк, 2017

Юрий Шахмурадов: «Пирĕн тĕп тĕллев – медальсемшĕн кĕрешесси»

Тепĕр икĕ эрнерен Шупашкарта пуçласа хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе Тĕнче кубокĕ иртет.

Раштавăн 1-2-мĕшĕсенче «Шупашкар — Арена» пăр керменте Японин, Китайăн, Азербайджанăн, Монголин, Швецин, Украинăн тата Раççейĕн пĕрлештернĕ командисенчи спортсменсем вăй виçĕç. Вĕсем сакăр виçе категорийĕнче ăмăртĕç.

Паян Шупашкарти маутинбайк центрĕнче /кунта Раççейĕн чи вăйлă спортсменкисем Тĕнче тата Раççей кубокĕсене хатĕрленме пухăннă/ хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов журналистсем валли брифинг ирттерчĕ. «Икĕ пысăк ăмăртăва хатĕрленме Шупашкарта спортсменсене пурăнма та, тренировкăсене çÿллĕ шайра ирттерме те лайăх условисем туса панă. Эпир кунта чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕчченех Тĕнче кубокне хатĕрленĕпĕр. Кашни виçе категорийĕнче икшер спортсмен вăй виçĕ. Пирĕн конкурент — Япони команди. Çавăн пекех Америка, Китай командисем те вăйлă. Пирĕн тĕп тĕллев — медальсемшĕн кĕрешесси», - терĕ Юрий Шахмурадов.

Рубрика: 
Теги: