Комментари хушас

17 Чÿк, 2017

Шупашкарта опера фестивалĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче мухтавлă ентешĕмĕре Максим Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Çирĕм çиччĕмĕш хут йышăнчĕ Чăваш Ен тĕнчери, çĕршыври юрă ăстисене. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, юрăçсене ăнăçу, куракансене киленÿ сунчĕ.

Фестивале П. Чайковскин чаплă ĕçĕ — «Евгений Онегин» опери — уçрĕ. Тĕп партисене хăнасем — Михаил Журков /Саратов/, Альбина Хрипкова /Ярославль/, Юрий Городецкий /Беларуç/ — юрларĕç.

Кăçалхи фестиваль çавăн пекех Г.Доницеттин «Любовный напиток», Дж.Вердин «Риголетто» оперисемпе, «21 ĕмĕрти тенорсен» арт-проекчĕпе тата, паллах, гала-концертпа асра юлĕ.

Валентин ФЕДОРОВ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорĕ:

— Фестиваль ман куç умĕнче йĕркеленсе аталанса пычĕ. Малтанхи тапхăрта, паллах, питĕ йывăрччĕ. Ун чухне предприятисемпе организацисем хăйсем те вексельпе ĕçлетчĕç, вĕсенченех спонсăр пулăшăвĕ ыйтма тиветчĕ.

Халĕ, авă, Чăваш Республикин бюджетĕнчен çеç мар, Раççей культура министерствинчен те пулăшу илме пуçларăмăр. Ентеш ячĕллĕ фестиваль РФ Культура министерстви хаклавĕпе Раççейри 10 топ-фестиваль йышне кĕни пире хавхалантарать тата яваплăха ÿстерет.

Галина СКВОРЦОВА, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕн заместителĕ:

— Кирлĕ, питĕ кирлĕ пире — куракансене те, артистсене те — çак фестиваль. Вăл тĕрлĕ театртан килнĕ артистсемпе паллашма, вĕсене хамăрăннисемпе танлаштарма май туса парать. Пирĕн артистсем Питĕрти Мариинка, Мускаври Пысăк театрсен, ытти хулари сумлă, паллă солисчĕсемпе юнашар юрласа хăйсен шайне ÿстереççĕ. Фестиваль чăваш артисчĕсемшĕн хăйне евĕрлĕ ăсталăх шкулĕ пулса тăчĕ.

Валентина СМИРНОВА, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки:

— Кунашкал фестиваль пурри питĕ лайăх. Ăна кашнинчех çÿллĕ шайра ирттересчĕ. Пирĕн, юрăçсен, тĕнчери чаплă юрăçсене итлес килет, вĕсенчен лайăххине вĕренес, илес килет.

Ирина Архипова, Зураб Соткилава, Владислав Пьявко юрланине киленсе итлесе ларнине ас тăватăп. Эпĕ хам та асăннă фестивальте СССР халăх артисчĕн Максим Михайловăн мăнукĕпе Максим Михайловпа, çавăн пекех Турци, Франци солисчĕсемпе пĕр сцена çинче юрланă.

Рубрика: 
Теги: