Комментари хушас

21 Чÿк, 2017

Тупăш 43 миллиард тенкĕпе танлашмалла

Республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкересси ЧР Патшалăх Канашĕн паян уçăлнă черетлĕ 15-мĕш сессийĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ. Бюджета икĕ вулавпа раштавăн 4-мĕшĕччен йышăнмалла, çавăнпа ку сессие икĕ тапхăрпа ирттерме йышăннă, тепĕр хут ларусен залне депутатсем чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче пухăнĕç.

Саккун проекчĕпе парламентарисене вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Чи малтанах вăл хыснан тупăш пайĕнче хамăрăн тупăшсен тÿпи пысăкланассине палăртрĕ. Çитес çул, калăпăр, вăл 27 миллиард тенкĕрен иртĕ — кăçалхинчен 3,2% нумайрах. Пĕтĕмпе вара 18-мĕш çулхи бюджет тупăшĕ 43 миллиард тенкĕпе танлашмалла. 19-20-мĕш çулсенчи цифрăсем пĕчĕкрех — 38,6 миллиард тата 40 миллиард тенкĕ шайĕнче. Çакна министр çав çулсем валли Мускав пама тивĕç укçа виçине тĕрĕс чухлама май çуккипе сăлтавларĕ — вăхăт иртнĕ май, паллах, тÿрлетÿсем пулĕç.

Хăш-пĕр депутата пурăнмалли çурт-йĕр тума пая кĕнĕ май вăхăтра хваттер илейменнисем каллех нумайланни пăшăрхантарать. Çуртсене вăхăтра хута ярайман подрядчиксене бюджет укçипе пулăшма сĕнекен те пулчĕ. Тепĕр депутат вара «Коммуналлă технологисем» ОООн газшăн тÿлемелли пысăк парăмĕсене бюджет урлă салаштарасшăн. Çемьесене 2017 çулта çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи тÿлес тема та каллех çĕкленчĕ. Светлана Енилина кашнинех туллин хуравлама тăрăшрĕ. 

Бюджет прокчĕшĕн пĕрремĕш вулавпа ирттернĕ сасăлав парламентри фракцисен шайлашăвне куçкĕрет кăтартрĕ: майлă — 34 сасă, хирĕç — пĕтĕмпе те 4 кăна. 

 

Теги: